21 Вӗренекенӗсенчен тепри Ӑна ҫапла каланӑ: «Хуҫамӑр! Ирӗк парсамччӗ: вилнӗ аттене кайса пытарам малтан».
Кам та кам кил-ҫуртне, тӑванӗсене, ашшӗ-амӑшне, арӑмне, ачи-пӑчине, ани-ҫаранне Ман ятӑмшӑн пӑрахса хӑварнӑ, Турӑ ӑна ҫӗр хут та ытларах тавӑрса парӗ, ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫлӑ тӑвӗ.
«Тиллӗн те шӑтӑкӗ пур, вӗҫен кайӑкӑн та йӑви пур, Этем Ывӑлӗн кӑна пуҫне хурса канмалӑх вырӑнӗ ҫук», – тенӗ вара ӑна Иисус.
Анчах Иисус ӑна ҫапла каланӑ: «Ман хыҫӑмран пыракан пул, вилнӗ ҫыннисене вилӗмлисемех пытарччӑр».
Ҫавӑнпа эпир текех никама та этемле шухӑшласа хакламастпӑр. Маларах эпир Христос пирки ҫавнашкал этемле шухӑшланӑ пулсан, халӗ ӗнтӗ ун пек шухӑшламастпӑр.