Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Матфей 8:18 - Синодальный НЗ

18 Хӑй тавра халӑх пит нумай пухӑннине асӑрхасан вӗренекенӗсене Иисус кимӗпе тепӗр енне ишсе каҫма хушнӑ.

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Матфей 8:18
10 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Ҫавӑн хыҫҫӑнах Иисус Хӑйӗн вӗренекенӗсене кимӗ ҫине ларса тинӗс леш енне Хӑйӗнчен маларах ишсе каҫма хушнӑ, Хӑй халӑха ӑсатма юлнӑ.


Иисус ту ҫинчен ансан, Ун хыҫӗнчен темӗн чухлӗ халӑх пынӑ.


Каҫ пулса килнӗ чухне Иисус вӗренекенӗсене каланӑ: «Тинӗс тепӗр енне каҫар-ха».


Иисус тинӗс леш енчен кимӗпе каялла тавӑрӑннӑ. Хӑй патне халӑх йышлӑ пухӑннӑран Вӑл пӗр вӑхӑт тинӗс хӗрринчех пулнӑ.


Ҫавӑн хыҫҫӑнах Иисус вӗренекенӗсене кимӗ ҫине ларма, Хӑйӗнчен маларах тепӗр енне, Вифсаидӑналла, кимӗпе ишсе каҫма хушнӑ. Хӑй халӑха ӑсатма юлнӑ.


Вӗсенчен уйӑрӑлсан Иисус каллех кимӗпе тинӗс тепӗр енне кайма тухнӑ.


Пӗррехинче Иисус Хӑйӗн вӗренекенӗсемпе кимӗ ҫине кӗрсе ларнӑ та вӗсене ҫапла каланӑ: «Кӳлӗ тепӗр енне каҫар-ха». Унтан вӗсем ишме пуҫланӑ.


Ҫынсем Хӑйне систермесӗрех тытса патшана лартассине пӗлсен Иисус каллех ту ҫине пӗчченех кайнӑ.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ