17 Ҫапла Турӑ Исаия пророк урлӑ калани пурнӑҫланнӑ. Пророк ҫапла каланӑ пулнӑ: «Вӑл пирӗн халсӑрлӑха тата чир-чӗре илсе кайрӗ».
Ҫак ӗҫсем Хуҫа Турӑ пророк урлӑ калани пурнӑҫланмашкӑн пулса иртнӗ, пророк ҫапла каланӑ пулнӑ:
вара Ирод виличченех унта пурӑннӑ. Ҫапла Хуҫа Турӑ пророк урлӑ: «Ывӑлӑма Эпӗ Египетран чӗнсе илтӗм», – тесе калани пурнӑҫланнӑ.
Унта вӑл хӑйӗн ҫемйипе Назарет ятлӑ хулара пурӑнма пуҫланӑ. Ҫапла Турӑ пророксем урлӑ: «Турӑ Суйласа илнине Назорей тейӗҫ», – тесе калани пурнӑҫланнӑ.
Хӗвел ансан, каҫ пуласпа, Иисус патне чирлисемпе усал ернисене пурне те иле-иле пынӑ.
Чир-чӗрлӗ ҫын пуррисем пурте хӗвел аннӑ чухне вӗсене Иисус патне ҫавӑтса пынӑ. Вӑл, кашнин ҫинех Хӑйӗн аллине хурса, чирлисене сыватнӑ.
Ӗнтӗ эпӗ халсӑр чухне, хама кӳрентернӗ чухне, нушаллӑ чухне, хама хӗсӗрленӗ чухне, Христосшӑн асап курнӑ чухне хӗпӗртетӗп. Мӗншӗн тесен халсӑр чухне эпӗ хӑватлӑ.
Пире ҫылӑхсенчен хӑтарас, тӳрӗ пурӑнтарас тесе, Вӑл пирӗн ҫылӑхсене Хӑйӗн ӳчӗпе хӗрес ҫине ҫӗкленӗ. Эсир Унӑн суранӗсемпе сывалнӑ.