15 Иисус хӗрарӑмӑн аллине сӗртӗннӗ те унӑн чирӗ иртсе кайнӑ. Вара Петр хунямӑшӗ вырӑн ҫинчен тӑрса вӗсене хӑналама пуҫланӑ.
«Тумтирӳ аркине те пулин сӗртӗнме ирӗк парсам», – тесе йӑлӑннӑ вӗсем Ӑна. Сӗртӗнекеннисем вара сывалнӑ.
Иисус, хӗрхенсе, вӗсен куҫӗсене сӗртӗннӗ те, икӗ суккӑр ҫын ҫав самантрах куракан пулнӑ. Вара вӗсем те Иисус хыҫҫӑн кайнӑ.
Иисус, Петр килне пырсан, унӑн хунямӑшӗ сив чирпе выртнине курнӑ.
Каҫ пулсан Иисус патне усал ернӗ нумай ҫынна илсе пынӑ. Вӑл усал сывлӑшсене сӑмахӗпех хӑваласа кӑларнӑ, чирлисене пурне те сыватнӑ.
Иисус аллине тӑсса ӑна сӗртӗннӗ те ҫапла каланӑ: «Чиртен тасатас тетӗп, сывал». Ҫын вара ҫавӑнтах юхан-суранран тасалнӑ.
Ҫавӑн чухне юн кайнипе вун икӗ ҫул асапланакан пӗр хӗрарӑм хыҫалтан пынӑ та Унӑн тумтир аркине сӗртӗннӗ.
Унтан Вӑл суккӑрсен куҫӗсене сӗртӗннӗ те ҫапла каланӑ: «Хӑвӑр ӗненнӗ пек пултӑр».
Ҫавӑн хыҫҫӑн тӳрех Иисус синагогӑран тухнӑ та Иаковпа тата Иоанпа пӗрле Симонпа Андрей килне пынӑ.
Иисус, хӗрхенсе, аллине тӑснӑ та ӑна сӗртӗнсе ҫапла каланӑ: «Чиртен тасатас тетӗп, сывал».
Вара Иисус пурне те тухма хушса хӗре аллинчен тытнӑ та хыттӑн каланӑ: «Хӗрӗм, тӑр!»