12 Ҫӳлти Патшалӑхра пулма ҫуралнисене вара тулаш сӗмлӗхе кӑларса пӑрахӗҫ; унта шӑл шатӑртаттарса йӗни илтӗнӗ».
Ана вара тӗнчене пӗлтерет, лайӑх вӑрлӑх – Турӑ Патшалӑхӗн ҫыннисене, ҫум курӑкӗ шуйттана парӑннисене пӗлтерет.
Вара вӗсене ҫунакан вута пӑрахӗҫ: унта шӑл шатӑртаттарса йӗни илтӗнӗ.
Вара усаллисене ҫунакан вута пӑрахӗҫ: унта шӑл шатӑртаттарса йӗни илтӗнӗ».
Ҫавӑнпа калатӑп сире: Турӑ Патшалӑхне сирӗнтен туртса илӗҫ те ӑна тивӗҫлӗ ҫимӗҫ кӳрекен халӑха парӗҫ.
ӑна асаплантарса вӗлерсе, унӑн шӑпине икӗ питлисемпе пӗрешкелех татса парӗ; унта шӑл шатӑртаттарса йӗни илтӗнсе тӑрӗ».
Юрӑхсӑр чурана тулашри тӗттӗмлӗхе кӑларса пӑрахӑр, унта шӑл шатӑртаттарса йӗни илтӗнсе тӑрӗ». Ҫак сӑмахсем хыҫҫӑн: «Илтме хӑлха пурри илттӗр!» – тенӗ Иисус хыттӑн.
Эсир Авраам, Исаак, Иаков тата пур пророксем те Турӑ Патшалӑхӗнче пулнине, хӑвӑра вара тулашне хӑваласа кӑларнине курӑр. Унта шӑл шатӑртаттарса йӗни илтӗнсе тӑрӗ.
Эсир пророксен ывӑлӗсем, халал ывӑлӗсем. Ҫав халала Турӑ сирӗн мӑн аслаҫӑрсене панӑ, Вӑл Авраама ҫапла каланӑ: „Санӑн йӑху урлӑ ҫӗр ҫинчи халӑхсем пурте пиллӗх илӗҫ“.
Ҫав суя вӗрентӳҫӗсем типӗ ҫӑл пек, ҫил-тӑвӑл хӑвалакан пӗлӗт пек: вӗсем валли ӗмӗрлӗх сӗм-тӗттӗм вырӑн хатӗр.
Турӑ ҫылӑха кӗнӗ ангелсене те хӗрхенмен-ҫке-ха, суд кунӗнче айӑплав хуриччен сыхламашкӑн вӗсене тӗттӗм тамӑк тыткӑнне панӑ.
Вӗсем – хӑйсен намӑссӑрлӑхӗпе кӑпӑкланакан тискер тинӗс хумӗсем. Вӗсем – сӗм тӗттӗмлӗхре яланлӑха ҫӗтсе кайнӑ ҫӑлтӑрсем.
Усал йытӑсемпе тухатмӑшсем, аскӑнсемпе ҫын вӗлерекенсем, кӗлеткесене пуҫҫапакансем, тӗрӗсмарлӑха юратса тӗрӗс мар пурӑнакансем вара тулашӗнче юлӗҫ.