10 Ҫакна илтсен Иисус тӗлӗнсех кайнӑ. «Чӑн калатӑп сире, – тенӗ Вӑл Хӑй хыҫҫӑн пыракан халӑха, – кунашкал ҫирӗп ӗненӳ Эпӗ Израильте те курманччӗ.
Иисус вара ӑна ҫапла тавӑрнӑ: «Эй, хӗрарӑм! Санӑн ӗненӗвӳ чӑнласах та ҫирӗп, ху ыйтнӑ пек пултӑр эппин». Вара унӑн хӗрӗ ҫав самантрах сывалнӑ.
Сире акӑ мӗн калатӑп: ҫакнашкал ӗненекенсем хӗвел тухӑҫӗнчен те, хӗвел анӑҫӗнчен те нумаййӑн килӗҫ те Авраампа, Исаакпа, Иаковпа пӗрле Ҫӳлти Патшалӑх кӗрекине ларӗҫ.
Эпӗ аслисене пӑхӑнса тӑратӑп пулин те, манӑн хама пӑхӑнса тӑракан салтаксем те пур. Эпӗ вӗсенчен пӗрне: „Кай!“ – тесен, вӑл каять. Тепӗрне: „Кил!“ – тесен, вӑл пырать. Тарҫӑма та: „Ҫавна ту!“ – тесе хушсан, вӑл тӑвать».
Вӗсен ӗненменлӗхӗнчен Иисус питӗ тӗлӗннӗ. Унтан вара таврари ялсенче вӗрентсе ҫӳренӗ.
Вӗсен ӗненӗвне курсан Иисус ҫав ҫынна: «Санӑн ҫылӑхусем каҫарӑнчӗҫ», – тенӗ.
Иисус вара ҫав хӗрарӑма: «Ӗненӗвӳ сана ҫӑлчӗ, канӑҫлӑ каях ӗнтӗ», – тенӗ.
Ҫак сӑмахсене илтсен Иисус унран тӗлӗннӗ. Унтан Хӑй хыҫӗнчен пыракан халӑх еннелле ҫавӑрӑнса: «Калатӑп сире, кунашкал ҫирӗп ӗненӳ Эпӗ Израильте те курманччӗ», – тенӗ.
«Ҫак тӗрлӗ чӗлхесемпе калаҫакансем пурте Галилея ҫыннисем мар-и вара? – тӗлӗнмеллипех тӗлӗнсе ыйтнӑ вӗсем пӗр-пӗринчен.