7 «Ыйтӑр – вара сире парӗҫ, шырӑр – вара тупӑр, шаккӑр – вара сире уҫӗҫ.
Татах чӑн калатӑп сире: ҫӗр ҫинче сирӗн хушшӑртан иккӗн пӗр шухӑшлӑ пулса Турра тархасласан, Ҫӳлти Аттем вӗсем ыйтнине тивӗҫтерӗ.
Эсир кӗлӗ тунӑ чухне ӗненсе кирек мӗн ыйтсан та, ыйтнине йӑлтах илӗр».
Пуринчен малтан Турӑ Патшалӑхне, Унӑн тӳрӗлӗхне ӑнтӑлса шырӑр, ытти вара сирӗн пурте пулӗ.
Енчен те эсир, усал пулин те, ачӑрсене ырӑ япала пама пӗлетӗр пулсан, Ҫӳлти Аҫӑр Хӑйӗнчен ыйтакансене ырӑлӑхне паратех.
Мӗншӗн тесен кашни ыйтакан илет, шыракан та тупать, шаккакана та уҫаҫҫӗ.
Ҫавӑнпа калатӑп сире: эсир кӗлтунӑ чухне мӗн ыйтатӑр, ҫавна парасса ӗненӗр – вара илетӗрех.
Кил хуҫи тӑрса алӑкне хупсан, эсир тул енче алӑка шаккаса: „Хуҫамӑр! Хуҫамӑр! Уҫса кӗртсем пире“, – тесе йӑлӑнма пуҫлӑр. Анчах Вӑл сире: „Камсем тата ӑҫтан эсир? Эпӗ сире пӗлместӗп“, – тейӗ.
Ялан Турра кӗлтумаллине тата хуйха ӳкме юраманнине пӗлччӗр тесе Иисус вӗсене ҫакӑн пек ытарлӑх каланӑ:
Эсир Мана суйласа илмен, Эпӗ сире суйласа илтӗм. Эпӗ сире, тӗнчене тухса, пӗтми ҫимӗҫ паччӑр тесе суйларӑм. Вара эсир Аттемрен Ман ятӑмпа кирек мӗн ыйтсан та, Вӑл сире парӗ.
Эсир Манра пулсан Ман сӑмахӑмсем те сирӗн ӑшӑрта пулӗҫ. Вара мӗн ыйтас тенине ыйтӑр, ыйтнине сире парӗҫ.
Иисус ӑна хирӗҫ каланӑ: «Турӑ мӗн пама пултарнине пӗлес пулсан, „шыв ӗҫтерсемччӗ“ тесе калаканӗ Камне пӗлес пулсан, эсӗ ху Унран ыйтнӑ пулӑттӑн. Вара Вӑл сана чӗрӗлӗх шывӗ парӗччӗ».
яланхи ырӑ ӗҫпе мухтав, хисеп, вилӗмсӗрлӗх илме тӑрӑшакансене – ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫ;
Турра ӑнланас текен, ӑнтӑлса шырас текен пӗри те ҫук.
Ӗненӳсӗр вара Турӑ кӑмӑлне юрӑхлӑ пулма ҫук, мӗншӗн тесен Ун патне ҫывхараканӑн Турӑ пуррине тата Турӑ Хӑйне шыракансене сӑвап парассине ӗненмелле.
Ҫирӗп ӗненсе кӗлтуни вара чирлӗ ҫынна сыватӗ, Хуҫа Турӑ ӑна ура ҫине тӑратӗ. Ҫав ҫын ҫылӑха кӗнӗ пулсан, ҫылӑхӗсем каҫарӑнӗҫ.
Мӗн ыйтнине Турӑ пире пӗтӗмпех парӗ, мӗншӗн тесен эпир Унӑн пил-хушӑвӗсене тытса пыратпӑр, Ӑна юрӑхлӑ ӗҫсем тӑватпӑр.