Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Матфей 7:6 - Синодальный НЗ

6 Сӑваплӑ япалана йытӑсене пӑрахса ан парӑр, хаклӑ ӗнчӗ шӑрҫана та сыснасем умне ан сапалӑр – вӗсем ӑна таптӗҫ кӑна, хӑвӑра туртса ҫурӗҫ».

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Матфей 7:6
18 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Иисус вара ҫапла тавӑрнӑ: «Ачасем ҫиес ҫӑкӑра йытӑсене пӑрахса пани аван мар».


Ҫавӑн чухне чылайӑшӗ Мана ӗненме пӑрахӗҫ, пӗр-пӗрне сутӗҫ, пӗр-пӗрне курайми пулӗҫ.


Икӗ питлӗскер! Малтан хӑвӑн куҫунти пӗренене кӑлар, вара тин тӑванун куҫӗнчи ҫӳппе епле кӑлармаллине уҫӑмлӑн курӑн.


Эпӗ нумай ҫул ҫӳрерӗм, нумай хура-шур куртӑм: юхан шывсем ҫинче те, вӑрӑ-хурахсенчен те, хамӑр халӑх ҫыннисенчен те, ытти халӑх ҫыннисенчен те, хулара та, пуш хирте те, тинӗсре те, суя тӑвансенчен те.


Йытӑлла ҫынсенчен, ӗненӗве сиен кӳрекенсенчен, ӳт кастарассинчен асӑрханӑр.


Апла пулсан, хӑвӑрах шухӑшласа пӑхӑр-ха: Турӑ Ывӑлне ним вырӑнне хумасӑр, халала ҫирӗплетсе хӑйне тасатнӑ Юна сӑваплӑх вырӑнне хуман, ырӑлӑхлӑ Турӑ Сывлӑшне хурлакан ҫынна епле вӑйлӑрах айӑплав пулӗ!


«Йытӑ хӑй хӑсӑкӗ патне тавӑрӑнать», «Ҫуса тасатнӑ сысна каллех пылчӑк ӑшӗнче йӑваланма каять» текен ваттисен сӑмахӗсем питӗ тӗрӗс иккен! Вӗсем ҫавӑн пек хӑтланаҫҫӗ те.


Усал йытӑсемпе тухатмӑшсем, аскӑнсемпе ҫын вӗлерекенсем, кӗлеткесене пуҫҫапакансем, тӗрӗсмарлӑха юратса тӗрӗс мар пурӑнакансем вара тулашӗнче юлӗҫ.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ