28 Иисус ҫак сӑмахсене каласа пӗтерсен, халӑх Унӑн вӗрентӗвӗнчен тӗлӗнмеллипех тӗлӗннӗ.
Хӑйӗн вун икӗ вӗренекенне ӑс парса каланӑ хыҫҫӑн Иисус, ҫав хуларан тухса, вӗрентме тата ӳкӗтлеме ытти хуласене кайнӑ.
Ҫак сӑмахсене вӗҫлесен Иисус Галилейӑран кайнӑ та Иордан леш енчи ҫӗрсем урлӑ Иудея тӑрӑхне пынӑ.
Ҫакна илтсен халӑх Унӑн вӗрентӗвӗнчен тӗлӗнмеллипех тӗлӗннӗ.
Ҫак сӑмахсене пурне те каласа пӗтерсен Иисус Хӑйӗн вӗренекенӗсене ҫапла каланӑ:
Акӑ ҫумӑр ҫуса ярать, юхан шыв ҫырантан тухать, ҫил-тӑвӑл пуҫланса каять. Хайхисем ҫав ҫурта пырса ҫапаҫҫӗ те вӑл йӑтӑнса анать, вара ишӗлчӗк ҫеҫ тӑрса юлать».
Мӗншӗн тесен Вӑл саккун вӗрентӳҫисемпе фарисейсем пек мар, Турӑ хӑват панӑ пек вӗрентнӗ.
Ҫынсем Унӑн вӗрентӗвӗнчен тӗлӗнмеллипех тӗлӗннӗ, мӗншӗн тесен Вӑл саккун вӗрентӳҫисем пек мар, Турӑ хӑват панӑ пек вӗрентнӗ.
Ҫак сӑмахсене илтнӗ саккун вӗрентӳҫисемпе аслӑ священниксем Иисуса пӗтерме май шыранӑ. Пӗтӗм халӑх Унӑн вӗрентӗвӗнчен тӗлӗннӗ пирки вӗсем Иисусран хӑранӑ.
Шӑмат кун ҫитсен Вӑл синагогӑра вӗрентме пуҫланӑ. Итлекенсенчен чылайӑшӗ тӗлӗннипе ҫапла каланӑ: «Кунашкал пӗлӳ ӑҫтан тухать-ха Унӑн? Мӗнлескер-ши вӑл, Ӑна панӑ ӑслӑлӑх? Ҫавнашкал хӑватсене тума епле пултарать-ши Вӑл?
анчах нимӗнле те май тупайман, мӗншӗн тесен пӗтӗм халӑх, Иисуса итлес тесе, Унран уйӑрӑлман.
Ӑна итлекенсем пурте Ун ӑсӗнчен те, хуравӗсенчен те тӗлӗннӗ.
Вара вӗсем пурте Иисус каланипе килӗшнӗ, Унӑн ҫӑварӗнчен тухакан ырӑлӑх сӑмахӗсенчен тӗлӗннӗ. «Иосиф ывӑлӗ мар-и вара Ку?» – тесе калаҫнӑ вӗсем.
Ҫынсем Унӑн вӗрентӗвӗнчен тӗлӗнмеллипех тӗлӗннӗ, мӗншӗн тесен Унӑн сӑмахӗнче Турӑ хӑвачӗ пулнӑ.
Итлесе тӑракан халӑха Хӑйӗн сӑмахне каласа пӗтерсен Иисус Капернаума кайнӑ.
«Вӗренмен пулин те, Ҫырнинче мӗн каланине ӑҫтан пӗлет-ха Вӑл?» – тӗлӗннӗ иудейсем.
«Ку Ҫын калаҫнӑ пек этем тени нихӑҫан та калаҫманах», – тенӗ Турӑ Ҫурчӗн хуралҫисем.