26 Манӑн ҫак сӑмахсене итлесе, вӗсене пурнӑҫламан кашни ҫыннах хӑйӗн ҫуртне хӑйӑр ҫине лартнӑ ӑссӑр ҫын евӗрлӗ.
«Ҫапла вара, Манӑн ҫак сӑмахсене итлекен, вӗсене пурнӑҫлакан кашни ҫыннах хӑйӗн ҫуртне чул ҫине лартнӑ ӑслӑ ҫынпа танлаштарӑп.
Акӑ ҫумӑр ҫуса ярать, юхан шыв ҫырантан тухать, ҫил-тӑвӑл пуҫланса каять. Хайхисем ҫав ҫурта пырса ҫапаҫҫӗ, анчах та чул ҫине лартнӑран вӑл ишӗлмест.
Акӑ ҫумӑр ҫуса ярать, юхан шыв ҫырантан тухать, ҫил-тӑвӑл пуҫланса каять. Хайхисем ҫав ҫурта пырса ҫапаҫҫӗ те вӑл йӑтӑнса анать, вара ишӗлчӗк ҫеҫ тӑрса юлать».
Ман сӑмахсене итлесе вӗсене пурнӑҫламан ҫын ҫуртне ҫӗр ҫине никӗссӗрех лартнӑ ҫын евӗрлӗ. Вӑйлӑ шыв капланса пырсан ҫав ҫурт самантрах йӑтӑнса анать, вара ишӗлчӗк ҫеҫ тӑрса юлать».
Эх, айван! Ӗҫпе ҫирӗплетмен ӗненӳ вилӗ пулнине пӗлессӳ килет-и?