Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Матфей 7:24 - Синодальный НЗ

24 «Ҫапла вара, Манӑн ҫак сӑмахсене итлекен, вӗсене пурнӑҫлакан кашни ҫыннах хӑйӗн ҫуртне чул ҫине лартнӑ ӑслӑ ҫынпа танлаштарӑп.

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Матфей 7:24
41 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Мӗншӗн тесен кам Ҫӳлти Аттем ирӗкне пурнӑҫласа пурӑнать, ҫавӑ Манӑн тӑванӑм та, аннем те пулать».


Ӗнтӗ Эпӗ сана калатӑп: эсӗ – Петр. Эпӗ ӗненекен ушкӑнсем йӗркеленӗ чухне эсӗ вӗсемшӗн чул никӗс пулӑн. Вара ҫав Чиркӗве тамӑк хапхи те ҫӗнтереймӗ.


«Кам шанчӑклӑ та ӑслӑ чура? Калӑпӑр, хуҫи хӑйӗн ытти тарҫисене пӑхса тӑма, вӑхӑтра апат ҫитерме пӗр чурине уйӑрса лартнӑ.


Вӗсенчен пиллӗкӗшӗ ӑслӑ пулнӑ, пиллӗкӗшӗ – айван.


Ӑслисем вара ҫутаткӑҫӗсене те, ҫунтармалли ҫу кӑкшӑмӗсене те илнӗ.


Анчах та ӑслисем ҫапла тавӑрса каланӑ: „Парсассӑн ҫӑвӗ сире те, хамӑра та ҫитеймӗ. Ҫу сутакан патне кайӑр та хӑвӑр валли туянӑр“.


Акӑ ҫумӑр ҫуса ярать, юхан шыв ҫырантан тухать, ҫил-тӑвӑл пуҫланса каять. Хайхисем ҫав ҫурта пырса ҫапаҫҫӗ, анчах та чул ҫине лартнӑран вӑл ишӗлмест.


Манӑн ҫак сӑмахсене итлесе, вӗсене пурнӑҫламан кашни ҫыннах хӑйӗн ҫуртне хӑйӑр ҫине лартнӑ ӑссӑр ҫын евӗрлӗ.


«Турӑ сӑмахне илтекенсем, ӑна пурнӑҫлакансем телейлӗ», – тенӗ вара Иисус.


Ҫаксене пӗлсе пурнӑҫласа тӑрсан эсир телейлӗ пулӑр.


«Мана юрататӑр пулсан Манӑн пил-хушусене пӑхӑнса пурӑнӑр.


Эпӗ Аттем хушнине туса тӑнӑран Унӑн юратулӑхӗпе пурӑнатӑп. Эпӗ хушнине туса тӑрсан эсир те Ман юратулӑхӑмпа пурӑнӑр.


Эпӗ хушнине туса тӑрсан эсир Манӑн тусӑмсем пулатӑр.


(Мӗншӗн тесен Турӑ умӗнче саккуна илтнисем мар, саккуна пурнӑҫлакансем тӳрре тухӗҫ.


Эпир Ӑна пӗлсе ҫитни Унӑн пил-хушӑвӗсене тытса пынинчен курӑнать.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ