23 Ун чухне Эпӗ вӗсене калӑп: „Эй, йӗркесӗр ӗҫ тӑвакансем! Эпӗ сире нихӑҫан та пӗлмен, кайӑр Ман патӑмран!“»
Анчах та каччӑ вӗсене ҫапла хуравланӑ: „Чӑн калатӑп сире: эпӗ сире пӗлместӗп“.
Унтан сулахай енчисене ҫапла калӗ: „Эй, ылханлӑскерсем! Шуйттанпа ӑна пулӑшаканӗсем валли хатӗрлесе хунӑ сӳнми тамӑк вутне кайӑр Ман патӑмран!
Кил хуҫи тӑрса алӑкне хупсан, эсир тул енче алӑка шаккаса: „Хуҫамӑр! Хуҫамӑр! Уҫса кӗртсем пире“, – тесе йӑлӑнма пуҫлӑр. Анчах Вӑл сире: „Камсем тата ӑҫтан эсир? Эпӗ сире пӗлместӗп“, – тейӗ.
Анчах та Вӑл калӗ: „Эй, усал ӗҫ тӑвакансем пурте! Калатӑп сире: эсир камне тата ӑҫтан килнине пӗлместӗп, кайӑр Ман патӑмран“.
Эпӗ – ырӑ кӗтӳҫӗ. Эпӗ Хам сурӑхӑмсене пӗлетӗп, вӗсем те Мана пӗлеҫҫӗ.
Анчах та Турӑ хывнӑ никӗс ҫирӗппипех; унта ҫапла ҫырнӑ: «Хуҫа Турӑ Хӑйӗннисене пӗлет». Тата ҫапла ҫырнӑ: «Хуҫа Турӑ ятне асӑнакан кирек кам та йӗркесӗрлӗхрен пӑрӑнтӑр».
Усал йытӑсемпе тухатмӑшсем, аскӑнсемпе ҫын вӗлерекенсем, кӗлеткесене пуҫҫапакансем, тӗрӗсмарлӑха юратса тӗрӗс мар пурӑнакансем вара тулашӗнче юлӗҫ.