Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Матфей 7:22 - Синодальный НЗ

22 „Эй, Хуҫамӑр, эй, Хуҫамӑр! Эпир Сан ятупа пророкла калаҫмарӑмӑр-им? Усалсене Сан ятупа хӑваласа кӑлармарӑмӑр-им? Сан ятупа тӗлӗнмелле ӗҫ нумай тумарӑмӑр-им?“ – тейӗ Мана чылайӑшӗ суд кунӗ ҫитсен.

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Матфей 7:22
23 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Чӑн калатӑп сире: суд кунӗнче Содомпа Гоморра ҫӗрне ҫав хуларан ҫӑмӑлтарах пулӗ».


Ҫавӑ хӑш кун, хӑш сехетре пуласса Атте Турӑсӑр пуҫне никам та пӗлмест, тӳпери ангелсем те пӗлмеҫҫӗ.


Тепӗртакран ҫу патне кайнӑ хӗрсем тавӑрӑннӑ та: „Хуҫамӑр! Хуҫамӑр! Уҫса кӗртсемччӗ пире!“ – тенӗ.


«Мана: „Эй, Хуҫамӑр, эй, Хуҫамӑр!“ – тесе калакан кашни ҫынах Ҫӳлти Патшалӑха кӗреймӗ. Унта Ҫӳлти Аттемӗн ирӗкне пурнӑҫлакан кӑна кӗрӗ.


Калатӑп сире: суд кунӗнче Содома та ҫав хуларан ҫӑмӑлтарах пулӗ».


Ҫак сӑмахсене вӑл хӑй ячӗпе каламан, ҫав ҫул аслӑ священник пулнӑ май, Иисус халӑхшӑн вилессе вӑл малтанах каласа хунӑ.


Анчах та эсир, тӑвансем, тӗттӗмлӗхре мар. Ҫав юлашки кун сирӗншӗн вӑрӑ пек кӗтмен ҫӗртен килсе тухмӗ.


Ҫав юлашки кун Вӑл килӗ те мӗн пур ӗненекенӗсем Хӑйне савӑнса-тӗлӗнсе мухтанине курӗ. Эпир пӗлтернӗ Ырӑ Хыпара ӗненнӗрен эсир те мухтакансем хушшинче пулӑр.


Асапӑм та манӑн ҫав сӑлтава пула, анчах та эпӗ вӑтанмастӑп. Мӗншӗн тесен эпӗ Кама ӗненнине пӗлетӗп, ҫав юлашки кун ҫитиччен Вӑл Хӑй мана шантарнине те вӑйра хӑварасса пӗлетӗп.


Ҫав юлашки кун ҫитсен Хуҫамӑр ӑна Хӑйӗн ырӑлӑхне курмалла тутӑрах. Ефесра вӑл мана мӗн тери пулӑшнине эсӗ хӑвах лайӑх пӗлетӗн.


Халӗ ман валли ҫӗнтерӳҫӗн тӳрӗлӗх пуҫ кӑшӑлне хатӗрлеҫҫӗ. Ҫав юлашки кун ҫитсен тӳрӗ суд тӑвакан Хуҫамӑр мана ӑна тӑхӑнтартӗ. Пуҫ кӑшӑлне Вӑл мана кӑна мар, Хӑй тепре килессе савӑнса кӗтекенсене пурне те парӗ.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ