Анчах кам та пулин ҫапла калама пултарать: «Пӗрин ӗненӗвӗ пур, теприн – ӗҫӗ». Ӗҫӳпе ҫирӗплетмен ӗненӗве эсӗ мана епле кӑтартӑн? Эпӗ вара сана хам ӗненнине ӗҫӗмсемпе кӑтартӑп.
Эй, тӑвансем! Смоква йывӑҫҫи ҫинче ҫу ҫырли ӳсмест, иҫӗм ҫырли авӑрӗ ҫинче те смоква ҫырли пулмасть. Ҫавнашкалах пӗр ҫӑлкуҫран тӑварсӑр тата тӑварлӑ шыв юхса тухмасть.