14 Чӗрӗлӗх хапхи вара тӑвӑр, ҫулӗ хӗсӗк. Ҫав ҫула тупаканӗ сахал».
Ҫапла ӗнтӗ кайрисем малта пулӗҫ, малтисем кайра пулӗҫ. Мӗншӗн тесен чӗнни нумай та – суйласа илни сахал».
Мӗншӗн тесен чӗнсе хунисем нумай та, суйласа илнисем сахал“».
«Тӑвӑр хапхапа кӗрӗр, мӗншӗн тесен пӗтеслӗх хапхи аслӑ, ҫулӗ сарлака. Чылайӑшӗ ҫав ҫулпа пырать.
«Суя пророксенчен асӑрханӑр. Вӗсем сирӗн патӑра сурӑх тирӗ витӗнсе пыраҫҫӗ, анчах ӑшӗнче хӑйсем – тискер кашкӑрсем.
Унтан халӑха тата Хӑйӗн вӗренекенӗсене чӗнсе илсе каланӑ: «Кам Ман хыҫҫӑн пырас тет, ҫав хӑй ҫинчен манса, хӑйӗн асап хӗресне йӑтса, Ман хыҫҫӑн пытӑр.
Эй, пӗчӗк кӗтӗвӗм, ан хӑра! Аҫӑр сире Патшалӑх пама кӑмӑл тунӑ.
Сире синагогӑсенчен хӑваласа кӑларӗҫ. Турра юрӑхлӑ ӗҫ тӑватпӑр тесе шухӑшласах сире вӗлерӗҫ. Ҫав вӑхӑт ҫывхарать те ӗнтӗ.
Ҫакна Эпӗ сире чун канӑҫлӑхне Манра тупӑр тесе каларӑм. Ку тӗнче сирӗншӗн хуйхӑ-суйхӑллӑ пулӗ, ҫапах ҫирӗп кӑмӑллӑ пулӑр: Эпӗ тӗнчене ҫӗнтертӗм».
Апостолсем вӗренекенӗсен кӑмӑлне ҫирӗплетнӗ, ӗненӳпе пурӑнма вӗрентсе ӳкӗтленӗ. «Турӑ Патшалӑхне кӗрес тесен пирӗн нумай асап тӳсмелле», – тенӗ вӗсем.
Пурӑнӑҫӑра ҫак тӗнче йӗркисемпе ан шайлаштарӑр. Ун вырӑнне Туррӑн аван, юрӑхлӑ тата паха ирӗкӗ мӗнне пӗлес тесе эсир хӑвӑр ӑс-хакӑлӑра ҫӗнетсе улшӑнӑр.
Мӗншӗн? Мӗншӗн тесен Израиль халӑхӗ ӗненнипе мар, саккуна тытса пынипе тӳрре тухасшӑн пулнӑ. Ҫапла вара вӑл „такӑнтаракан чулран“ такӑннӑ.