13 «Тӑвӑр хапхапа кӗрӗр, мӗншӗн тесен пӗтеслӗх хапхи аслӑ, ҫулӗ сарлака. Чылайӑшӗ ҫав ҫулпа пырать.
Саккун вӗрентӳҫисемпе фарисейсем, икӗ питлӗскерсем, хуйхӑ пулӗ сире! Эсир ҫынсене Ҫӳлти Патшалӑха кӗме пӳлсе тӑратӑр; хӑвӑр та кӗместӗр, кӗрес текенсене те кӗме памастӑр.
Унтан сулахай енчисене ҫапла калӗ: „Эй, ылханлӑскерсем! Шуйттанпа ӑна пулӑшаканӗсем валли хатӗрлесе хунӑ сӳнми тамӑк вутне кайӑр Ман патӑмран!
Кусем вара ӗмӗрлӗх асапа кайӗҫ, сӑваплисем ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫа кӗрӗҫ».
«Ҫӳлти Патшалӑх ҫывхарчӗ ӗнтӗ, ҫавӑнпа та ӳкӗнӗр», – тенӗ вӑл ҫынсене.
Эппин хӑвӑр ҫылӑхран ӳкӗннине тивӗҫлӗ ӗҫпе ҫирӗплетсех тӑрӑр.
Чӗрӗлӗх хапхи вара тӑвӑр, ҫулӗ хӗсӗк. Ҫав ҫула тупаканӗ сахал».
Ҫавӑн пекех эсир те, хӑвӑрӑн мӗн пуррине пӑрахӑҫламасан, Ман вӗренекенӗмсем пулаймӑр».
Ҫав ҫынсем Иисус патӗнчен кайсан Петр, хӑй мӗн каланине ӑнланмасӑр, Иисуса ҫапла каланӑ: «Вӗрентекен! Епле аван пире кунта. Атьӑр эпир виҫӗ хӳшӗ тӑвар: пӗрне – Сан валли, теприне – Моисей валли тата теприне – Илия валли».
Эпӗ – алӑк: Ман витӗр кӗрекен ҫӑлӑнӗ. Вӑл кӗрӗ те, тухӗ те, улӑх-ҫаран та тупӗ.
«Ҫул та, чӑнлӑх та, чӗрӗлӗх те – Эпӗ, – тавӑрнӑ ӑна Иисус. – Ман урлӑ каймасан Аттем патне никам та ҫитеймӗ.
Хӑвӑр ҫылӑхӑрсене тӳрлетес тесе ӳкӗнӗр, Турӑ енне ҫавӑрӑнӑр.
Тен, Хӑйӗн ҫиллине тата Хӑйӗн хӑватне кӑтартас тесе, Турӑ ҫылӑхлӑ ҫынсене – пӗтме пӳрнӗ ҫилӗ чӳлмекӗсене – пысӑк тӳсӗмлӗхпе хӗрхенсе пурӑннӑ?
Вӗсен, ӗненменнисен, ӑсне ҫак тӗнче турри суккӑрлатнӑ. Вӗсем Христос мухтавӗ ҫинчен калакан Ырӑ Хыпар ҫутине курмаҫҫӗ. Христос вара – курӑнман Туррӑн курӑннӑ сӑнарӗ.
«Ҫавӑнпа та вӗсем хушшинчен тухса кайӑр, уйӑрӑлӑр, – тет Хуҫа Турӑ. – Таса маррине ан сӗртӗнӗр, вара Эпӗ сире хапӑл туса йышӑнӑп».
Христоса ӗненекенсем хӑйсен хӗрӳ те аскӑнчӑк туйӑмлӑ ӳт-пӗвне хӗрес ҫумне пӑталанӑ.
Вӗсен шӑпи – пӗтеслӗх, вӗсен турри – хырӑм, вӗсем намӑсланмаллипе те мухтанаҫҫӗ. Вӗсем ҫӗр ҫинчи пирки кӑна шухӑшлаҫҫӗ.
Эпир хамӑр Турӑ ачисем пулнине, пӗтӗм тӗнче усаллӑх ӑшӗнче пулнине пӗлетпӗр.
Ҫапла вара пысӑк аҫтахана, шуйттан тата сатана теекен авалхи ҫӗлене, пӗтӗм ҫут тӗнчене илӗртсе улталаканскере, ҫӗр ҫине ҫапса антарчӗҫ. Хӑйӗнпе пӗрле тата унӑн ангелӗсене те ҫӗре ӳкерчӗҫ.
Тӗнчене пултаричченех пусса Турра кӳнӗ Путекӗн пурӑнӑҫ кӗнекине ҫӗр ҫинче пурӑнакансенчен камӑн ятне ҫырса хуман, ҫавсем пурте ӑна пуҫҫапӗҫ.
Камӑн ятне пурӑнӑҫ кӗнекине ҫырса хуман, ҫавна вутлӑ кӳлле пӑрахрӗҫ.
Пин ҫул иртмесӗр те шуйттан халӑхсене илӗртсе ан улталатӑр тесе, ангел ӑна тӗпсӗрлӗхе пӑрахрӗ. Вара питӗрсе илчӗ те пичет лартрӗ. Пин ҫул иртсессӗн ӑна самантлӑха ирӗке кӑлармалла.