Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Матфей 7:11 - Синодальный НЗ

11 Енчен те эсир, усал пулин те, ачӑрсене ырӑ япала пама пӗлетӗр пулсан, Ҫӳлти Аҫӑр Хӑйӗнчен ыйтакансене ырӑлӑхне паратех.

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Матфей 7:11
35 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Ҫӗр ҫинче никама та хисеплесе „атте“ тесе ан калӑр, мӗншӗн тесен унашкал хисеплӗ ята тивӗҫли – пӗртен-пӗр Ҫӳлти Аҫӑр.


Е пулӑ ыйтсан, ҫӗлен паракан пур-и?


Тӗнчене питӗ юратнӑран Турӑ Хӑйӗн пӗртен-пӗр Тӑван Ывӑлне панӑ. Ҫакна Вӑл ӗненекенӗсем пӗри те ан пӗтчӗр тесе, ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫлӑ пулччӑр тесе тунӑ.


Саккунра мӗн калани саккуна пӑхӑнакансене пурне те пырса лекет. Ҫавӑнпа та пурин ҫӑварӗ те хупланать, Турӑ умӗнче пӗтӗм тӗнче айӑплӑ пулса тӑрать. Ҫакна эпир пӗлетпӗр.


Ҫапла вара, эпир, иудейсем, ытти халӑхсенчен маларах-и? Ҫук. Мӗншӗн тесен иудейсем те, ытти халӑхсем те ҫылӑхлӑ терӗмӗр ӗнтӗ.


Турӑ Хӑйӗн Ывӑлне пирӗншӗн пуриншӗн те хӗрхенмесӗрех асап аллине панӑ пулсан, Унпа пӗрле пире пӗтӗмпех памӗ-и вара?


Анчах та Ҫырнинче пурте ҫылӑх тыткӑнӗнче тенӗ. Ҫапла вара Турӑ шантарнине Иисус Христоса ӗненнипе ҫеҫ, ӗненекенсем ҫеҫ илееҫҫӗ.


Кирек епле пархатар та, паха парне те ҫӳлтен, ҫутӑлӑх Ашшӗ патӗнчен анать. Турӑ вара яланлӑх, улшӑнми.


Курӑр-ха, Атте Турӑ пире епле юратать. Вӑл пире Турӑ ачисем пулма, ҫав ята тивӗҫлӗ пулма ирӗк панӑ. Анчах та тӗнче, Турра пӗлмен пирки, пире те йышӑнмасть.


Чӑн юратулӑх – эпир Турра юратни мар, Турӑ пире юратни. Пире юратнӑран ӗнтӗ Турӑ Хӑйӗн Ывӑлне ҫӗр ҫине ярса пирӗн ҫылӑхсемшӗн парнелӗхе кӳнӗ.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ