Унтан Вӑл каллех тепӗр хут аяккарах пӑрӑннӑ та ҫапла каласа кӗлтунӑ: «Эй, Аттем! Ҫак асап куркине Манран ирттерме май ҫуках пулсан, Манӑн ӑна ӗҫмеллех пулсан, эппин Санӑн ирӗкӳ пултӑр».
Мӗншӗн тесен эсир чуралӑхӑн хӑратакан Сывлӑшне мар, хӑвӑра Турӑ ачи пултаракан Сывлӑша илнӗ. Ҫав Сывлӑша пула эпир Турра: «Авва, Аттемӗр!» – тесе йӑлӑнатпӑр.
«Хуҫа Туррӑмӑр, Эсӗ мухтав та, чыс та, вӑй-хӑват та илме тивӗҫлӗ, мӗншӗн тесен пурне те Эсӗ пултарнӑ, пурте Санӑн ирӗкӳпе пурӑнать, пурте Санӑн ирӗкӳпе пулнӑ».