Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Матфей 6:5 - Синодальный НЗ

5 «Турра кӗлтунӑ чухне те икӗ питлӗ ҫынсем пек ан пул. Пурте курччӑр тесе, вӗсем синагогӑсенче, урам тӑваткалӗсенче тӑрса кӗлтума юратаҫҫӗ. Чӑн калатӑп сире: илнӗ мухтавӗ вӗсен кунти пурӑнӑҫра кӑна.

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Матфей 6:5
34 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Эсир кӗлӗ тунӑ чухне ӗненсе кирек мӗн ыйтсан та, ыйтнине йӑлтах илӗр».


Саккун вӗрентӳҫисемпе фарисейсем, икӗ питлӗскерсем, хуйхӑ пулӗ сире! Эсир ҫынсене Ҫӳлти Патшалӑха кӗме пӳлсе тӑратӑр; хӑвӑр та кӗместӗр, кӗрес текенсене те кӗме памастӑр.


Тӑвакан мӗн пур ӗҫӗсене те вӗсем ҫынсене кӑтартма ҫеҫ тӑваҫҫӗ: сыхлӑх хӑюсене сарлакалатсах пыраҫҫӗ, аркӑ вӗҫӗнчи ҫӳҫисене те вӑрӑмлатсах пыраҫҫӗ.


Вӗсем ӗҫкӗ-ҫикӗре кӗрекере ларма, синагогӑра малта ларма юратаҫҫӗ,


«Асӑрханӑр, чухӑнсене пулӑшас ӗҫе ҫынна кӑтартасшӑн ан тӑвӑр, унсӑрӑн сире Ҫӳлти Аҫӑртан сӑвап пулмӗ.


«Типӗ тытнӑ чухне те икӗ питлӗ ҫынсем пек салхуллӑ ан ҫӳрӗр. Вӗсем хӑйсем типӗ тытнине ҫынсене кӑтартасшӑн кулянӑҫлӑ сӑн-питпе ҫӳреҫҫӗ. Чӑн калатӑп сире: илнӗ мухтавӗ вӗсен кунти пурӑнӑҫра кӑна.


Хӑйсене ҫынсем мухтаччӑр тесе, икӗ питлисем синагогӑсемпе урамсенче шӑв-шав кӑларса чухӑнсене пулӑшанҫи тӑваҫҫӗ. Ӗнтӗ эсӗ вӗсем пек ан пул. Чӑн калатӑп сире: илнӗ мухтавӗ вӗсен кунти пурӑнӑҫра кӑна.


Ҫапла ӗнтӗ, ани ҫине выраканӗсене ятӑр тесе, ана Хуҫине йӑлӑнӑр».


Кама та пулин кӳреннӗ пулсан, кӗлӗ тунӑ чухне эсир ӑна каҫарӑр. Вара Ҫӳлти Аҫӑр та сирӗн ҫылӑхӑрсене каҫарӗ.


Малалла Иисус ҫапла вӗрентсе каланӑ: «Саккун вӗрентӳҫисенчен асӑрханӑр. Вӗсем вӑрӑм тумтирпе саркаланса ҫӳреме юратаҫҫӗ, халӑх йышлӑ ҫӗрте хӑйсене саламланине килӗштереҫҫӗ.


Фарисейсем, хуйхӑ пулӗ сире! Эсир синагогӑра малта ларма юрататӑр, халӑх йышлӑ ҫӗрте хӑвӑра саламланине килӗштеретӗр.


Ялан Турра кӗлтумаллине тата хуйха ӳкме юраманнине пӗлччӗр тесе Иисус вӗсене ҫакӑн пек ытарлӑх каланӑ:


Налук пухаканӗ кӑна пуҫне ҫӗклеме те хӑяймасӑр аякра тӑнӑ. Вӑл хуҫӑк кӑмӑлпа каланӑ: „Эй, Турӑҫӑм! Хӗрхен мана, ҫылӑхлӑ ҫынна!“


Ҫавсем ӗнтӗ тӑлӑх арӑмсене кил-ҫуртсӑр хӑвараҫҫӗ тата ҫын умӗнче юриех нумайччен кӗлтӑваҫҫӗ. Вӗсене ыттисенчен те йывӑртарах айӑплав пулӗ».


Пуянсем, сире вара хуйхӑ пулӗ, эсир савӑнӑҫӑра илтӗр ӗнтӗ.


Халиччен эсир Ман ятӑмпа нимӗн те ыйтманччӗ-ха. Ыйтӑр – савӑнӑҫӑр тулли пултӑр тесе сире мӗн ыйтнине парӗҫ».


Тӗрлӗрен кӗлӗпе яланах Турра кӗлтӑвӑр, тархаслӑр. Яланах Турӑ Сывлӑшӗпе килӗшӳллӗн пуҫҫапӑр. Ҫакна ҫирӗп тытса пырса мӗн пур ӗненекенсемшӗн кӗлтӑвӑр.


Анчах та Турӑ пире тата пысӑкрах ырӑлӑх парать. Ҫавӑнпа та Ҫырнинче ҫапла каланӑ: «Турӑ мӑнкӑмӑллисене хирӗҫлет, йӑвашшисене вара ырӑлӑхне парать».


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ