Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Матфей 6:34 - Синодальный НЗ

34 Ҫапла ӗнтӗ ыранхи куншӑн ан кулянӑр, тӑрӑшмалли ыран та тупӑнӗ, кунсерен ӗҫ-пуҫ тупӑнсах пырать».

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Матфей 6:34
20 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Паян пурӑнмалӑх ҫӑкӑр пар пире.


«Ҫавӑнпа та сире калатӑп: чуна усрамалӑх ӗҫме-ҫиме пирки те, кӗлеткене тӑхӑнмалӑх тумтир пирки те ан кулянӑр. Чун – апат-ҫимӗҫрен, кӗлетке – тумтиртен пахарах мар-им вара?


Хӑй тӑрӑшнипе сирӗнтен хӑшӗ шит чухлӗ те пулин ӳсме пултарайӗ?


«Эй, Марфа, Марфа, – тесе хуравланӑ Иисус, – эсӗ нумайшӑн чӑрманса, хыпкаланса ҫӳретӗн, кирли вара пӗрре кӑна. Мария чи кирлине суйласа илчӗ, ҫавна унран никам та туртса илеймӗ».


куллен пире пурӑнмалӑх ҫӑкӑр пар,


Сире айӑплама синагогӑсене, пуҫлӑхсемпе влаҫсем патне илсе пырсан, епле хуравлас, мӗн тавӑрса калас тесе ан кулянӑр,


«Ҫавӑнпа Эпӗ сире калатӑп, – тенӗ Иисус Хӑйӗн вӗренекенӗсене, – чуна усрамалӑх ӗҫме-ҫиме пирки те, кӗлеткене тӑхӑнмалӑх тумтир пирки те ан кулянӑр.


Эпӗ сире канӑҫлӑх парса хӑваратӑп, Хамӑн канӑҫлӑхӑма сире паратӑп. Анчах та вӑл ҫак тӗнчери канӑҫлӑх мар. Аптӑраса ан ӳкӗр, ан хӑрӑр!


Ҫакна Эпӗ сире чун канӑҫлӑхне Манра тупӑр тесе каларӑм. Ку тӗнче сирӗншӗн хуйхӑ-суйхӑллӑ пулӗ, ҫапах ҫирӗп кӑмӑллӑ пулӑр: Эпӗ тӗнчене ҫӗнтертӗм».


Апостолсем вӗренекенӗсен кӑмӑлне ҫирӗплетнӗ, ӗненӳпе пурӑнма вӗрентсе ӳкӗтленӗ. «Турӑ Патшалӑхне кӗрес тесен пирӗн нумай асап тӳсмелле», – тенӗ вӗсем.


Нимшӗн те ан кулянӑр. Енчен те сире мӗн те пулин кирлӗ пулсан Турра тав туса кӗлтӑвӑр, тархаслӑр, шухӑш-кӑмӑлӑра уҫса парӑр.


Вӑл сирӗншӗн тӑрӑшать, ҫавӑнпа та хӑвӑр хуйха Ӑна шанса парӑр.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ