Мӗншӗн тесен Хуҫа Туррӑмӑрӑн ангелӗ вӑхӑтран вӑхӑта ҫавӑнта анса шыва пӑлхатнӑ. Кам та кам хумханса илнӗ шыва чи малтан кӗме ӗлкӗрнӗ, ҫав кирек епле чиртен те сывалнӑ.
Ҫӗр ҫинчи вӑхӑтлӑх апат-ҫимӗҫшӗн ан тӑрӑшӑр, Этем Ывӑлӗ паракан ӗмӗрлӗх апат-ҫимӗҫшӗн тӑрӑшӑр. Мӗншӗн тесен Этем Ывӑлне Турӑ Хӑйӗн пиллӗхӗпе палӑртнӑ».
Мӗншӗн тесен ӳт-пӗве аталантарни пӗр енчен кӑна усӑллӑ, Турра хисеплессине аталантарни вара пур енчен те усӑллӑ. Вӑл пире хальхи пурӑнӑҫра та шанчӑк парать, ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫа кӗме те шантарать.