32 Мӗншӗн тесен ҫавсемшӗн пуриншӗн те урӑх халӑх ҫыннисем тӑрӑшаҫҫӗ. Вӑл япаласем пурте сире кирлине вара Ҫӳлти Аҫӑр ахалех пӗлсе тӑрать.
Ҫапла вара, вӗсем пек ан кӗлтӑвӑр, мӗншӗн тесен сире мӗн кирлине Аҫӑр эсир Унран ыйтичченех пӗлсе тӑрать.
Ҫавсемшӗн пуриншӗн те ҫак тӗнче ҫыннисем тӑрӑшаҫҫӗ. Вӑл япаласем сире кирлине вара Ҫӳлти Аҫӑр ахалех пӗлсе тӑрать.
Ҫавӑнпа та эпӗ сире Хуҫа Турӑ ячӗпе тархаслатӑп: малашне тӗлсӗр те пушӑ ӑс-пуҫлӑ ытти халӑхсем пек ан хӑтланӑр.
Хӑйӗн мухтавӗ нумай пулнӑран Турӑҫӑм сирӗн мӗн ҫитменнине Христос Иисус урлӑ парсах тӑрӗ.