3-4 Эсӗ вара чухӑнсене пулӑшнине ан палӑрт: сылтӑм аллу мӗн тунине сулахаййи ан пӗлтӗр. Вара вӑрттӑн тунине те куракан Аҫу сана уҫҫӑнах тавӑрса парӗ».
Вӑл тавлашса, кӑшкӑрашса ҫӳремӗ, никам та Ун сассине урамра илтеймӗ.
Хӑйсене ҫынсем мухтаччӑр тесе, икӗ питлисем синагогӑсемпе урамсенче шӑв-шав кӑларса чухӑнсене пулӑшанҫи тӑваҫҫӗ. Ӗнтӗ эсӗ вӗсем пек ан пул. Чӑн калатӑп сире: илнӗ мухтавӗ вӗсен кунти пурӑнӑҫра кӑна.
«Асту, сывални ҫинчен никама та ан кала, – тенӗ ӑна Иисус. – Хӑвна священника кайса кӑтарт та Моисей Турра кӳме хушнӑ парнене кӳр. Ҫакӑ ху сывалнине пӗлтерни пулать те».
Вара вӗсем куракан пулнӑ. «Астӑвӑр, кун ҫинчен никам та ан пӗлтӗр», – тенӗ хытарсах вӗсене Иисус.
«Асту, никама та ним те ан кала, – тенӗ ӑна Иисус. – Хӑвна священника кайса кӑтарт та ху тасалнӑшӑн Моисей Турра кӳме хушнӑ парнене кӳр. Ҫакӑ ху сывалнине пӗлтерни пулать те ӗнтӗ».
Мӗншӗн тесен паллӑ ҫын пулас текен хӑйӗн ӗҫӗсене вӑрттӑн тумасть. Эсӗ ҫакнашкал ӗҫсем тӑватӑн пулсан эппин Хӑвна тӗнчене кӑтарт».