24 Никам та харӑсах икӗ хуҫа тарҫи пулаймасть, мӗншӗн тесен вӑл пӗр хуҫине кураймӗ, теприне юратӗ; е пӗриншӗн чунне парса тӑрӑшӗ, теприншӗн тӑрӑшмӗ. Эсир харӑсах Турӑ чури те, мул чури те пулаймӑр».
Эпӗ те сире калатӑп: ку тӗнчери таса мар мулӑрпа усӑ курса та хӑвӑр валли тус-тӑвансем тупӑр. Кайран, хӑвӑр ҫука юлсан, сире ӗмӗр пурӑнмалли ҫурта илӗҫ.
Халӗ эпӗ этем кӑмӑлне е Турӑ кӑмӑлне юрасшӑн тӑрӑшатӑп-ши? Тен, эпӗ ҫынсене юрас тесе тӑрӑшатӑп? Эпӗ халиччен ҫынсене юрас тесе пурӑннӑ пулсан Христос чури пулмӑттӑм.
Ку тӗнчере пуяннисене каласа ӳкӗтле: вӗсем хӑйсене ытлашши мӑнна ан хуччӑр, ултавлӑ пуянлӑхне мар, чӗрӗ Турра шанччӑр. Пире савӑнса пурӑнма мӗн кирлине Турӑ туллин парать.