22 «Куҫ – ӳт-пӳ ҫутаткӑҫӗ. Ҫавӑнпа ӗнтӗ санӑн куҫу таса пулсан, пӗтӗм ӳт-пӗвӳ те ҫутӑ пулӗ.
Ҫутаткӑҫа та ҫутсан чӳлмекпе хупламаҫҫӗ; пӳртрисене пурне те ҫутӑ пултӑр тесе ӑна ҫутаткӑҫ лартмалли ҫине вырнаҫтараҫҫӗ.
Пӗр шухӑш-кӑмӑллӑ пулса вӗсем кулленех Турӑ Ҫуртне пуҫтарӑннӑ. Килӗсенче, ҫӑкӑр хуҫса валеҫнӗ чухне, савӑнӑҫлӑн та йӑваш кӑмӑллӑн апатланнӑ.
Анчах та ҫӗлен чееленсе Евӑна улталанӑ пек, эсир те, Христоса тӳрӗ кӑмӑлпа ӗненессине пӑрахса, ӑсӑра пӑсасран хӑратӑп.
Эй, чурасем! Ҫӗр ҫинчи хуҫӑрсене хӑраса-чӗтресе, пӗтӗм чӗререн, Христоса пӑхӑннӑ пек пӑхӑнӑр.
Эй, чурасем! Ҫӗр ҫинчи хуҫӑрсене пур тӗлӗшӗнчен те пӑхӑнӑр. Йӑпӑлтисем пек вӗсене куҫ умӗнче юрас тесе кӑна мар, Турӑран хӑраса, пӗтӗм чӗререн тӑрӑшӑр.