21 Мӗншӗн тесен пурлӑхӑр ӑҫта, чун-чӗрӗр те ҫавӑнтах пулӗ».
Эй, ҫӗлен ҫурисем! Хӑвӑр усал пулсассӑн епле-ха эсир ырри ҫинчен калаҫма пултаратӑр? Этемӗн чӗри мӗнпе тулнӑ, чӗлхи-ҫӑварӗ те ҫавнах калать.
«Куҫ – ӳт-пӳ ҫутаткӑҫӗ. Ҫавӑнпа ӗнтӗ санӑн куҫу таса пулсан, пӗтӗм ӳт-пӗвӳ те ҫутӑ пулӗ.
Сирӗн пурлӑхӑр ӑҫта, чун-чӗрӗр те ҫавӑнтах пулӗ».
Турӑ умӗнче санӑн чун-чӗрӳ таса мар-ха, ҫавӑнпа та эпир тӑвакан ӗҫе тума санӑн пай та, тивӗҫ те ҫук.
Эпир курӑнаканни патне мар, курӑнманни патне ӑнтӑлатпӑр; мӗншӗн тесен курӑнаканни вӑхӑтлӑха, курӑнманни ӗмӗрлӗхе.
Ҫакна хам аллӑмпа ҫырсах ҫирӗплететӗп: ун парӑмне хамах парса татӑп. Эсӗ ман умра пурӑнӑҫушӑн парӑмлӑ пирки эпӗ шарламастӑп та.
Сире пурне те Атте Туррӑмӑртан тата Иисус Христос Хуҫамӑртан ырӑлӑхпа канӑҫлӑх пултӑр.
Тӑванӑмӑрсем! Сирӗнтен хӑшӗ те пулин усал та ултавлӑ чӗреллӗ пуласран, чӗрӗ Турӑран пӑрӑнасран асӑрханӑр.