«Турра кӗлтунӑ чухне те икӗ питлӗ ҫынсем пек ан пул. Пурте курччӑр тесе, вӗсем синагогӑсенче, урам тӑваткалӗсенче тӑрса кӗлтума юратаҫҫӗ. Чӑн калатӑп сире: илнӗ мухтавӗ вӗсен кунти пурӑнӑҫра кӑна.
Укҫа арчи Иудӑра пулнӑран хӑш-пӗр вӗренекенӗсем: «Иисус ӑна уяв тӗлне хамӑра мӗн кирлине илме хушать пулӗ. Е ыйткалакансене мӗн те пулин пама калать-ши?» – тесе шухӑшланӑ.
Иоппире Тавифа ятлӑ пӗр хӗрарӑм, Иисус вӗренекенӗ, пурӑннӑ. Тавифа тени «хир качаки» тени пулать. Ҫав хӗрарӑм яланах ырӑ тума тӑрӑшнӑ, чухӑнсене пулӑшнӑ.
ӳкӗтлекен пулсан – ӳкӗтлетӗр, валеҫекен пулсан – таса чунпа валеҫтӗр, пуҫлӑх пулсан – тӑрӑшса ертсе пытӑр, пурлӑх тӗлӗшӗнчен пулӑшакан пулсан – савӑнсах пулӑштӑр.