18 Ҫакна эсӗ ху типӗ тытнине ҫынсене палӑртас мар тесе, курӑнми Аҫу анчах пӗлсе тӑтӑр тесе ту. Вара вӑрттӑн тунине те куракан Аҫу сана уҫҫӑнах тавӑрса парӗ».
Ылтӑна вутпа тӗрӗсленӗ пек, сирӗн ӗненӗвӗр те асаппа тӗрӗсленет. Вара, Иисус Христос тепре килсессӗн, пӗтмелли ылтӑнран хаклӑрах ӗненӗвӗр хисепе, мухтава, чапа тивӗҫ пулӗ.