Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Матфей 6:16 - Синодальный НЗ

16 «Типӗ тытнӑ чухне те икӗ питлӗ ҫынсем пек салхуллӑ ан ҫӳрӗр. Вӗсем хӑйсем типӗ тытнине ҫынсене кӑтартасшӑн кулянӑҫлӑ сӑн-питпе ҫӳреҫҫӗ. Чӑн калатӑп сире: илнӗ мухтавӗ вӗсен кунти пурӑнӑҫра кӑна.

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Матфей 6:16
25 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

«Асӑрханӑр, чухӑнсене пулӑшас ӗҫе ҫынна кӑтартасшӑн ан тӑвӑр, унсӑрӑн сире Ҫӳлти Аҫӑртан сӑвап пулмӗ.


Хӑйсене ҫынсем мухтаччӑр тесе, икӗ питлисем синагогӑсемпе урамсенче шӑв-шав кӑларса чухӑнсене пулӑшанҫи тӑваҫҫӗ. Ӗнтӗ эсӗ вӗсем пек ан пул. Чӑн калатӑп сире: илнӗ мухтавӗ вӗсен кунти пурӑнӑҫра кӑна.


«Турра кӗлтунӑ чухне те икӗ питлӗ ҫынсем пек ан пул. Пурте курччӑр тесе, вӗсем синагогӑсенче, урам тӑваткалӗсенче тӑрса кӗлтума юратаҫҫӗ. Чӑн калатӑп сире: илнӗ мухтавӗ вӗсен кунти пурӑнӑҫра кӑна.


Иоанн вӗренекенӗсемпе фарисейсен вӗренекенӗсем типӗ тытнӑ. Вӗсем Иисус патне пынӑ та ҫапла каланӑ: «Иоанн вӗренекенӗсем те, фарисейсен вӗренекенӗсем те типӗ тытаҫҫӗ, Санӑн вӗренекенӳсем мӗншӗн типӗ тытмаҫҫӗ?»


Эрнере икӗ хут типӗ тытатӑп, хам ӗҫлесе илнинчен вуннӑмӗш пайне Турӑшӑн паратӑп“.


Ҫав сакӑр вун тӑватӑ ҫулхи упӑшкасӑр карчӑк Турӑ Ҫуртӗнчен кайманпа пӗрех. Вӑл, Турра хисеплесе, тӑтӑшах типӗ тытнӑ, кунӗн-ҫӗрӗн кӗлтунӑ.


Корнилий ҫапла каланӑ: «Тӑватӑм кун ҫак вӑхӑталла эпӗ килте типӗ тытаттӑм. Кӑнтӑрла иртни виҫӗ сехетсенче, кӗлтунӑ чухне, сасартӑк ман ума ҫап-ҫутӑ тумтирлӗ ҫын пырса тӑчӗ те


Павелпа Варнава кашни ӗненекен ушкӑнрах алӑ хурса пресвитерсем уйӑрса лартнӑ. Вара апостолсем типӗ тытса кӗлтунӑ та вӗсене хӑйсем ӗненекен Хуҫамӑр аллине парса хӑварнӑ.


Пӗр-пӗринчен пӑрӑнса ан ҫӳрӗр. Пӑрӑнас пулсан та, пӗр-пӗринпе калаҫса татӑлса, вӑхӑтлӑха, пӗтӗм чун хавалӗпе типӗ тытасчӗ, кӗлтӑвасчӗ тесе пӑрӑнӑр. Унтан каллех пӗрле пулӑр. Ахальлӗн, хӑвӑра тытса чарма йывӑррине курса, сире шуйттан илӗртсе улталӗ.


Кун-ҫулӑм халтан кайиччен ӗҫлесе, ҫывӑрнӑ-ҫывӑрман, ҫинӗ-ҫимен, ӗҫнӗ-ӗҫмен иртрӗ; выҫӑпа, сивӗпе, тумтирсӗр пӗрре мар аптӑрарӑм.


хӗненине те, тӗрмене хупнине те, хӳтернине те, йывӑр ӗҫе те, ҫӗр ҫывӑрманнине те, хырӑм выҫҫине те.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ