14 Эсир ҫын айӑпӗсене каҫарсан, Ҫӳлти Аҫӑр та сире каҫарӗ.
Хӗрхенме пӗлекенсем телейлӗ, вӗсене те хӗрхенӗҫ.
Эпир хамӑра парӑмлӑ пулнисене каҫарнӑ пек, пирӗн парӑмсене каҫар пире.
Мӗншӗн тесен эсир ҫынсене мӗнле айӑплатӑр, хӑвӑра та ҫаплах айӑплӗҫ. Эсир ҫынсене мӗнле виҫепе виҫетӗр, хӑвӑра та ҫав виҫепех виҫӗҫ.
Кама та пулин кӳреннӗ пулсан, кӗлӗ тунӑ чухне эсир ӑна каҫарӑр. Вара Ҫӳлти Аҫӑр та сирӗн ҫылӑхӑрсене каҫарӗ.
«Ан айӑплӑр, вара хӑвӑра та айӑпламӗҫ. Ҫынна сивлесе ан калаҫӑр, вара хӑвӑра та сивлемӗҫ. Каҫарӑр, вара хӑвӑра та каҫарӗҫ.
Пӗр-пӗринпе ырӑ пулӑр, пӗр-пӗрне хӗрхенӗр, Христос урлӑ Турӑ сире каҫарнӑ пек, эсир те пӗр-пӗрне каҫарӑр.
Пӗр-пӗринпе кӑмӑллӑ пулӑр, пӗр-пӗрин хушшинче кӳренмелли тупӑнсан, каҫарӑр. Христос сире каҫарнӑ, эсир те ҫапла тӑвӑр.
Мӗншӗн тесен хӗрхенме пӗлменнисене Турӑ сучӗ те хӗрхенмӗ. Хӗрхенӳ вара судран та аслӑрах.
Турӑ ачисемпе шуйттан ачисене ҫакӑнтан пӗлмелле: ырӑ ӗҫ туман, ҫавнашкалах тӑванне юратман ҫын Турӑ ачи мар.