Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Матфей 5:9 - Синодальный НЗ

9 Килӗшӳ кӳрекенсем телейлӗ, вӗсене Турӑ ывӑлӗсем тейӗҫ.

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Матфей 5:9
31 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Вара эсир Ҫӳлти Аҫӑрӑн ачисем пулӑр. Вӑл Хӑйӗн хӗвелне усаллисем ҫине те, ыррисем ҫине те пӑхтарать; ҫумӑрне тӳрӗ пурӑнакансем ҫине те, тӳрӗ мар пурӑнакансем ҫине те ҫутарать.


Ҫапла вара, Ҫӳлти Аҫӑр епле паха, эсир те ҫапла паха пулӑр».


Вӗсем ӗнтӗ, чӗрӗлсе тӑма тивӗҫлӗ пулнисем – Турӑ ачисем, ангелсемпе танах вилӗмсӗр.


Эсир вара хӑвӑрӑн тӑшманӑрсене юратӑр, вӗсене ырӑ тӑвӑр. Тавӑрса парасса шанмасӑрах кивҫен парӑр. Вара сире пысӑк сӑвап пулӗ, эсир Ҫӳлти Туррӑн ачисем пулӑр, мӗншӗн тесен Вӑл пархатарсӑр ҫынсемшӗн те, усаллисемшӗн те ырӑ.


Тепӗр кунне Моисей еврей ҫынниех еврейпа ҫапӑҫнине курнӑ. Вӑл вӗсене ҫураҫтарма тӑрӑшнӑ. „Эсир тӑвансем-ҫке-ха, – тенӗ Моисей, – мӗншӗн пӗр-пӗрне кӳрентеретӗр?“


Май пур пулсан пуринпе те ҫураҫуллӑн пурӑнӑр.


Кам Турӑ Сывлӑшӗ ертсе пынипе ҫӳрет, ҫав Турӑ ачи пулать.


Эпир Турӑ ачисем пулнине пирӗн чун-чӗме ҫав Сывлӑш ҫирӗплетсе пӗлтерет.


Мӗншӗн тесен Турӑ пултарнӑ тӗнче Турӑ ачисем уҫҫӑн палӑрасса чӑтӑмсӑр кӗтет.


Эсир тӑванпа тӑван судлашатӑр, ҫитменнине тата Турра хисеплеменнисем умӗнче.


Эй, тӑвансем! Ҫыру вӗҫӗнче ҫакна калам: савӑнӑр, чун-чӗмпе пахаланӑр, пӗр-пӗрне хастарлатӑр, пӗр шухӑшлӑ пулса, килӗштерсе пурӑнӑр. Вара юратулӑхпа канӑҫлӑх Турри сирӗнпе пулӗ.


Ҫапла ӗнтӗ эпир Христос ячӗпе вӗрентме янӑскерсем пулатпӑр. Эпир ӳкӗтлеместпӗр, пирӗн урлӑ Турӑ Хӑй ӳкӗтлет, ӗнтӗ Христос ячӗпе тархаслатпӑр: Турӑпа ҫураҫӑр.


Чун-чӗм ҫимӗҫӗсем вара ҫаксем: юратулӑх, савӑнӑҫ, канӑҫлӑх, чӑтӑмлӑх, тивлетлӗх, ыркӑмӑллӑх, ӗненӳ,


Ҫапла вара эпӗ, Хуҫамӑршӑн тӑрӑшнине пула тӗрмере лараканскер, сире тархаслатӑп: хӑвӑра чӗнсе илнине тивӗҫлӗ пулӑр.


Еводияна тархаслатӑп, Синтихияна тархаслатӑп: эсир Хуҫамӑра ӗненнӗ тӑрӑх тӑвансем пулатӑр, ҫавӑнпа та пӗр шухӑшлӑ пулӑр.


Пӗр-пӗринпе кӑмӑллӑ пулӑр, пӗр-пӗрин хушшинче кӳренмелли тупӑнсан, каҫарӑр. Христос сире каҫарнӑ, эсир те ҫапла тӑвӑр.


Ҫынсемпе килӗштерсе, сӑваплӑ пурӑнма тӑрӑшӑр. Сӑвапсӑр пурӑнсан Хуҫа Туррӑмӑра кураймӑр.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ