8 Таса чунлисем телейлӗ, вӗсем Турра курӗҫ.
Вӗсен чӗрисене ӗненӳпе тасатнӑран пирӗнпе вӗсем хушшинче нимӗнле уйрӑмлӑх та юлмарӗ.
Халӗ эпир тӗксӗм кантӑк витӗр курнӑ пек уҫӑмсӑррӑн куратпӑр, анчах та пӗррехинче Турра уҫҫӑн, куҫа-куҫӑн курӑпӑр. Халӗ эпӗ кӑшт кӑна пӗлкелетӗп, ун чухне вара эпӗ Турра Вӑл хама пӗлнӗ пекех пӗлӗп.
Эй, савнӑ тӑванӑмсем! Акӑ мӗнле сӑмах парса шантарнӑ пире. Эппин хамӑра хамӑр ӳт-пӳпе чунӑн тӗрлӗ ирсӗрлӗхӗнчен тасатар, Турӑран хӑраса сӑваплӑх патне ӑнтӑлар.
Тасисемшӗн йӑлтах таса, ирсӗррисемшӗн, ӗненменнисемшӗн таси нимӗн те ҫук, мӗншӗн тесен вӗсен ӑсӗ те, чунӗ те ирсӗрленнӗ.
Эппин Турӑ патне таса чунпа, тулли ӗненӳпе, ҫылӑхлӑ чӗремӗрсене сӑваплатса-сирпӗтсе, ӳт-пӗве таса шывпа ҫуса кӗрер.
Ҫынсемпе килӗштерсе, сӑваплӑ пурӑнма тӑрӑшӑр. Сӑвапсӑр пурӑнсан Хуҫа Туррӑмӑра кураймӑр.
Христос Юнӗ пире мӗн тери хӑватлӑрах тасатма пултарӗ! Вӑл Святой Сывлӑш хӑвачӗпе Хӑйне таса парнелӗхе Турра панӑ. Ҫакна Вӑл, пирӗн чунӑмӑрсене вилӗмле ӗҫсенчен тасатса, чӗрӗ те чӑн Турӑшӑн ӗҫлесе тӑччӑр тесе тунӑ.
Ҫӳлтен анакан ӑс вара чӑн малтанах – таса, унтан – татуллӑ, сӑпайлӑ, пӑхӑнуллӑ, пысӑк хӗрхенӳллӗ те ырӑ ӗҫлӗ, тӗрӗслӗхлӗ, икӗ питлӗ мар.
Турӑ патне пырӑр, вара Вӑл та сирӗн патӑра пырӗ. Эй, ҫылӑхлӑ ҫынсем, аллӑрсене ҫуса тасатӑр. Эй, икӗ питлисем, чун-чӗрӗре тӳрлетӗр.
Пӗр-пӗрне яланах чунтан-чӗререн юратӑр. Ӗненекен тӑванӑрсене ултавсӑр юратас тесен вара чунӑрсене чӑнлӑха пӑхӑннипе, Святой Сывлӑш пулӑшнипе тасатӑр.
Вара вӗсем Унӑн сӑнне курӗҫ, ҫамкисем ҫинче Унӑн ячӗ пулӗ.