7 Хӗрхенме пӗлекенсем телейлӗ, вӗсене те хӗрхенӗҫ.
Кама та пулин кӳреннӗ пулсан, кӗлӗ тунӑ чухне эсир ӑна каҫарӑр. Вара Ҫӳлти Аҫӑр та сирӗн ҫылӑхӑрсене каҫарӗ.
Эсир вара хӑвӑрӑн тӑшманӑрсене юратӑр, вӗсене ырӑ тӑвӑр. Тавӑрса парасса шанмасӑрах кивҫен парӑр. Вара сире пысӑк сӑвап пулӗ, эсир Ҫӳлти Туррӑн ачисем пулӑр, мӗншӗн тесен Вӑл пархатарсӑр ҫынсемшӗн те, усаллисемшӗн те ырӑ.
Ӗлӗкрех эсир те Турра итлеместӗрччӗ. Халӗ вара иудейсем итлемен пирки Турӑ сире каҫарнӑ.
Мӑшӑрланманнисем пирки вара Хуҫамӑр мӗн хушса хӑварнӑ – пӗлместӗп. Мана Хуҫамӑр Хӑйӗншӗн шанчӑклӑ пулмашкӑн ырӑлӑх панӑ, ҫавӑнпа канаш паратӑп.
Турӑ пире Хӑйӗн ырӑлӑхӗпе ҫакнашкал ӗҫ шанса панӑ, ҫавӑнпа эпир хуйха ӳкместпӗр.
Пӗр-пӗринпе ырӑ пулӑр, пӗр-пӗрне хӗрхенӗр, Христос урлӑ Турӑ сире каҫарнӑ пек, эсир те пӗр-пӗрне каҫарӑр.
Ҫапла вара, эсир Турӑ суйласа илнисем пулсассӑн, Унӑн сӑваплӑ та юратнӑ ҫыннисем пулсассӑн, ҫӗнӗ тумтир тӑхӑнӑр. Ҫӗнни тени ҫакӑ пултӑр: хӗрхенӳ, ырӑлӑх, лӑпкӑлӑх, йӑвашлӑх, тӳсӗмлӗх.
Эпӗ малтан Христоса ӗненекенсене хурлаттӑм, хӗсӗрлеттӗм, кӳрентереттӗм. Анчах та эпӗ пӗлменрен, ӗненменрен ҫапла хӑтланнӑ пирки Турӑ мана хӗрхенчӗ.
Христос Иисус Хӑйӗн виҫесӗр чӑтӑмлӑхне чи малтан ман урлӑ палӑрттӑр тесе, малашлӑхра Хӑйне ӗненекенсем ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫлӑ пулмашкӑн манра тӗслӗх курччӑр тесе Турӑ мана хӗрхенчӗ те.
Эппин, хамӑра тӗрӗслес вӑхӑтра пулӑшма ырӑлӑхпа тивлет илес тесе, чаплӑран та чаплӑ престол патне ҫирӗп кӑмӑллӑн пырар.
Турӑ вӑл тӗрӗслӗхлӗ, ҫавӑнпа сирӗн ӗҫӗрсене те, Хӑйӗн сӑваплӑ халӑхне Унӑн ячӗпе пулӑшса юратулӑхӑра кӑтартнине те манмасть.
Мӗншӗн тесен хӗрхенме пӗлменнисене Турӑ сучӗ те хӗрхенмӗ. Хӗрхенӳ вара судран та аслӑрах.
Ҫӳлтен анакан ӑс вара чӑн малтанах – таса, унтан – татуллӑ, сӑпайлӑ, пӑхӑнуллӑ, пысӑк хӗрхенӳллӗ те ырӑ ӗҫлӗ, тӗрӗслӗхлӗ, икӗ питлӗ мар.
Тахҫан эсир те халӑхах пулман, халӗ – Туррӑн халӑхӗ. Тахҫан сире каҫарман, халӗ – каҫарнӑ.