47 Хӑвӑр тӑванӑрсене анчах саламлатӑр пулсан, эсир кирлинчен ытла мӗнех тӑватӑр? Урӑх халӑх ҫыннисем те ҫаплах тумаҫҫӗ-им?
Пӳрте кӗрсен ырӑ сунса: „Ҫак кил-ҫурта канӑҫлӑх пултӑр!“ – тесе саламлӑр.
Калатӑп сире: сирӗн тӳрӗлӗхӗр фарисейсемпе саккун вӗрентӳҫисен тӳрӗлӗхӗнчен тӗрӗсрех пулмасан, эсир Ҫӳлти Патшалӑха кӗреймӗр».
Хӑвӑра савакансене кӑна юрататӑр пулсан, эсир сӑвапа тивӗҫлӗ-и-ха? Налук пухакансем те ҫаплах тумаҫҫӗ-им?
Ҫапла вара, Ҫӳлти Аҫӑр епле паха, эсир те ҫапла паха пулӑр».
Хӑвӑра юратакансене кӑна саватӑр пулсан, сире уншӑн мӗн мухтамалли пур? Ҫылӑхлисем те хӑйсене юратакан ҫынсене саваҫҫӗ.
Пирӗн савнӑ тухтӑр Лука тата Димас сире салам яраҫҫӗ.
Лаодикири ӗненекен тӑвансене, Нимфана тата ун килӗнче пуҫтарӑнакан ӗненекен ушкӑнрисене пирӗнтен салам калӑр.
Айӑпа кӗнишӗн хӗненине чӑтӑмлӑн тӳсетӗр пулсан, сире мӗн мухтамалли пур? Анчах та ырӑ тунишӗн нуша куратӑр, тӳсетӗр пулсан – ҫакӑ Турра юрӑхлӑ.