Этем Ывӑлӗ килчӗ те – ҫиет те, ӗҫет те. „Ку ҫын ҫиме те, хӗрлӗ эрех ӗҫме те юратать, налук пухакансемпе тата ҫылӑхлӑ ҫынсемпе туслӑ“, – теҫҫӗ ҫавсемех. Анчах та Турӑ ӑслӑлӑхне ачисем тӳрре кӑларчӗҫ ӗнтӗ».
Вӗсене те итлес темесен вара ун ҫинчен ӗненекен ушкӑнрисене каласа кӑтарт. Ӗненекен ушкӑн та ӑна ӳкӗте кӗртеймесен, вӑл вара саншӑн урӑх халӑх ҫынни пекех, налук пухакан пекех пултӑр.