45 Вара эсир Ҫӳлти Аҫӑрӑн ачисем пулӑр. Вӑл Хӑйӗн хӗвелне усаллисем ҫине те, ыррисем ҫине те пӑхтарать; ҫумӑрне тӳрӗ пурӑнакансем ҫине те, тӳрӗ мар пурӑнакансем ҫине те ҫутарать.
Килӗшӳ кӳрекенсем телейлӗ, вӗсене Турӑ ывӑлӗсем тейӗҫ.
Эсир вара хӑвӑрӑн тӑшманӑрсене юратӑр, вӗсене ырӑ тӑвӑр. Тавӑрса парасса шанмасӑрах кивҫен парӑр. Вара сире пысӑк сӑвап пулӗ, эсир Ҫӳлти Туррӑн ачисем пулӑр, мӗншӗн тесен Вӑл пархатарсӑр ҫынсемшӗн те, усаллисемшӗн те ырӑ.
Эсир Манӑн вӗренекенӗмсем пулнине сирӗн хушшӑрти юратулӑхран пӗлӗҫ».
Ҫапах та Вӑл ырӑ ӗҫӗсемпе пире Хӑй ҫинчен астутарсах тӑнӑ: ҫумӑр ҫутарнӑ, тырӑ-пулӑллӑ ҫулсем янӑ, апат-ҫимӗҫ панӑ, чуна савӑнтарнӑ».
Ҫапла вара, юратакан ачисем пек пулса, Турӑ евӗр пулма тӑрӑшӑр,
Турӑ ачи пулма тивӗҫни ҫылӑха кӗмест, мӗншӗн тесен унӑн чун-чӗринче Турӑ акса хӑварни пур. Турӑ ачи пулнӑран вӑл ҫылӑха кӗме те пултараймасть.