4 Йӗрекенсем телейлӗ, вӗсем лӑпланӗҫ.
Анчах та Авраам ҫапла каланӑ: „Ачам! Астуса ил-ха, ҫӗр ҫинчи пурӑнӑҫунта эсӗ ырлӑх куртӑн, Лазарь вара нуша курса пурӑнчӗ. Халӗ вӑл кунта савӑнать, эсӗ вара асапланатӑн.
Халӗ выҫӑхса пурӑнакансем телейлӗ, эсир тӑранӑр. Халӗ йӗрекенсем телейлӗ, эсир савӑнса хӗпӗртӗр.
Халӗ мӑнтӑрпа иртӗхекенсем, сире хуйхӑ пулӗ, эсир выҫӑпа аптӑрӑр. Халӗ кулакансем, сире хуйхӑ пулӗ, эсир хурланса макӑрӑр.
Хӗрарӑм, хыҫалтан пырса, Иисус ури патӗнче йӗрсе тӑнӑ. Унӑн урисем ҫине куҫҫуль юхтарса хӑйӗн ҫӳҫӗпе шӑла-шӑла илнӗ. Вӑл Иисусӑн урисене чуптӑва-чуптӑва мирӑпа сӗрнӗ.
Иисус вара ҫав хӗрарӑма: «Ӗненӗвӳ сана ҫӑлчӗ, канӑҫлӑ каях ӗнтӗ», – тенӗ.
Илӗртсе тӗрӗсленине тӳссе ирттерекен ҫын телейлӗ. Тивӗҫ пулсассӑн вӑл пурӑнӑҫ пуҫ кӑшӑлне илӗ. Хуҫамӑр ӑна Хӑйне юратакансене пама пулнӑ.
Турӑ вӗсен куҫӗнчи кирек епле куҫҫульне те шӑлса ярӗ. Текех ӗнтӗ вилӗм те, йӗрӳ-макӑру та, чир-чӗр те пулмӗ, мӗншӗн тесен ӗлӗкхи йӑлтах иртсе кайнӑ».