39 Эпӗ вара сире калатӑп: усала усалпа ан тавӑр. Хӑвна сылтӑм енчен ҫупса яракана тепӗр енне ҫавӑрса пар.
Кам санпа судлашса кӗпӳне туртса илесшӗн, ӑна ҫиелти тумтирне те пар.
Вӗсем Унӑн куҫне хупласа питрен ҫупа-ҫупа ярса ыйтнӑ: «Эсӗ пророк пулсан, кала, кам ҫапрӗ Сана?»
Иисус шӑмат кун сыватмӗ-и-ха тесе, Ӑна айӑплама сӑлтав шыраса, саккун вӗрентӳҫисемпе фарисейсем Ӑна сӑнаса тӑнӑ.
«Эпӗ тӗрӗс мар каларӑм пулсан мӗн тӗрӗс маррине ӑнлантарса пар, – тавӑрнӑ ӑна Иисус. – Эпӗ тӗрӗсех каларӑм пулсан эсӗ Мана мӗншӗн ҫапатӑн?»
Пӗр-пӗринпе судлашас патнех ҫитни те сирӗншӗн мӑшкӑл-ҫке. Кӳрентернине чӑтсассӑн аванрах марччӗ-и? Ҫухату тӳсни аванрах марччӗ-и?
Асӑрхӑр, усала хирӗҫ усалпа никам та ан тавӑртӑр. Пӗр-пӗрне те, ыттисене те – яланах ырӑ тума тӑрӑшӑр.
Эсир, ҫылӑхпа кӗрешсе, юн тӑкман-ха.
Эсир Тӳррине айӑп хурса вӗлертӗр, Вӑл вара сире хирӗҫ тӑмарӗ.
Усала хирӗҫ усалпа, сӑмахпа кӳрентернине хирӗҫ кӳрентерӳпе ан тавӑрӑр, тавӑрас вырӑнне пиллӗх сунӑр. Ҫакна пӗлсе тӑрӑр: Турӑ сире пиллӗхлӗ пулмашкӑн суйласа илнӗ.