37 Сирӗн мӗн калани те ҫакӑ ҫеҫ пултӑр: „ҫапла, ҫапла“; „ҫук, ҫук“. Ҫак сӑмахсенчен ытлашшине вара шуйттан калаттарать».
Ҫул хӗррине ӳкни Ҫӳлти Патшалӑх ҫинчен вӗрентнине илтсе те ӑнланайман ҫынна пӗлтерет. Ун патне шуйттан пырать те чӗрине акнине вӑрласа каять.
Ана вара тӗнчене пӗлтерет, лайӑх вӑрлӑх – Турӑ Патшалӑхӗн ҫыннисене, ҫум курӑкӗ шуйттана парӑннисене пӗлтерет.
Мӗншӗн тесен ҫак усал шухӑшсем пурте: ҫын вӗлересси, мӑшӑра улталасси, аскӑнланасси, вӑрласси, судра суйса пӗлтересси, хурласси чун-чӗререн тухаҫҫӗ.
Пуҫупа та тупа ан ту, эсӗ пӗр ҫӳҫ пӗрчин тӗсне те улӑштарма пултараймастӑн.
Ҫылӑха ан кӗрт пире, усалтан хӑтар пире. Патшалӑх та, хӑват та, аслӑлӑх та ӗмӗрех Санӑн. Аминь“.
Эсӗ вӗсене ку тӗнчерен илсемччӗ тесе кӗлтумастӑп, усал-тӗселтен сыхласа хӑварсамччӗ тесе кӗлтӑватӑп.
Эсир Авраам ачисем мар, шуйттан ачисем, эсир унӑн кӑмӑлне тивӗҫтересшӗн тӑрӑшатӑр. Вӑл вара чӑн пуҫламӑшӗнченех ҫын вӗлерекен пулнӑ. Чӗринче чӑнлӑх пулманран вӑл чӑнлӑха та йышӑнман. Суйса калаҫнӑ чухне те вӑл хӑйӗн сӑмахӗсенех калать, мӗншӗн тесен вӑл ултавҫӑ, ултав ашшӗ.
Сирӗнтен кашниех, суялӑха пӑрахӑҫласа, хӑвӑра ҫывӑх ҫынна чӑннине калатӑр, мӗншӗн тесен эпир пӗр ӳт-пӳ пайӗсем.
Унтан та ытларах, ӗненӗвӗн ум хӳттине тытӑр – унпа эсир шуйттанӑн ухӑ йӗпписене, хӗртнӗскерсене, пурне те сӳнтерме пултаратӑр.
Пӗр-пӗрне ан суйӑр, мӗншӗн тесен эсир кивӗ ҫынна унӑн мӗн пур ӗҫӗ-пуҫӗпех хӑвӑр ҫинчен кивӗ тумтир пек хывса пӑрахрӑр,
Кашнинех кирлӗ пек хурав памашкӑн сӑмахӑр яланах кӑмӑллӑ та вырӑнлӑ пултӑр.
Анчах та Хуҫамӑр шанчӑклӑ. Вӑл сире ҫирӗплӗх парса усалтан упраса хӑваратех.
Эй, тӑвансемӗр! Чӑн малтанах эсир тупа тума пӑрахӑр: ҫӗрпе те, пӗлӗтпе те – нимӗнпе те тупа ан тӑвӑр. Айӑпланмалла пулас мар тесессӗн сирӗн сӑмахӑр: «Ҫапла, ҫапла» тата «Ҫук, ҫук», – тени кӑна пултӑр.
Эй, ашшӗсем! Эсир чӑн малтан Пуррине пӗлнӗрен сирӗн патӑра ҫыратӑп. Эй, ҫамрӑксем! Эсир шуйттана ҫӗнтернӗрен сирӗн патӑра ҫыратӑп. Эй, ар ҫулне ҫитменнисем! Эсир Атте Турра пӗлнӗрен сирӗн патӑра ҫыртӑм.
Пирӗн Каин пек пулас марччӗ. Вӑл, шуйттанӑн пулнӑран, хӑйӗн пӗртӑванне вӗлернӗ. Мӗншӗн вӗлернӗ-ха вӑл ӑна? Мӗншӗн тесен хӑйӗн ӗҫӗсем усал пулнӑ, пӗртӑванӗн ӗҫӗсем вара тӳрӗ пулнӑ.
Пӗлетпӗр ӗнтӗ, Турӑ ачи пулма тивӗҫнӗ ҫын ҫылӑха кӗмест. Турӑ ачи хӑйне хӑй упраса пурӑнать, шуйттан ун ҫумне ҫулӑхаймасть.