Вара вӑл мана Святой Сывлӑш витӗмӗпе пысӑк та ҫӳллӗ ту ҫине илсе кайрӗ. Ту тӑрринчен вӑл мана ҫӳл тӳперен, Турӑ патӗнчен анакан сӑваплӑ Иерусалим хулине кӑтартрӗ.
Вара эпӗ, Иоанн, сӑваплӑ хулана – ҫӗнӗ Иерусалима – куртӑм. Вӑл ҫӳлтен, Турӑ патӗнчен анатчӗ. Хӑйне, ҫураҫнӑ хӗре пулас упӑшки валли тирпейлесе тумлантарнӑ пек, хатӗрленӗ.