34 Эпӗ вара сире калатӑп: нимӗн ячӗпе те тупа ан ту. Пӗлӗтпе те тупа ан ту, вӑл Туррӑн престолӗ.
„Манӑн престол – тӳпе, Манӑн ура айӗ – ҫӗр. Ман валли эсир мӗнле ҫурт туса парайӑр? – тет Хуҫа Туррӑмӑр. – Эпӗ канас вырӑна ӑҫта тӑвайӑр?
Эй, тӑвансемӗр! Чӑн малтанах эсир тупа тума пӑрахӑр: ҫӗрпе те, пӗлӗтпе те – нимӗнпе те тупа ан тӑвӑр. Айӑпланмалла пулас мар тесессӗн сирӗн сӑмахӑр: «Ҫапла, ҫапла» тата «Ҫук, ҫук», – тени кӑна пултӑр.