33 «Тата эсир авалах каланӑ ҫак сӑмахсене те илтнӗ ӗнтӗ: „Тупа тунинчен ан ирт, Хуҫа Турӑ умӗнче тупа тунине пурнӑҫла“.
«„Ан вӗлер, ҫынна вӗлерекен суда тивӗҫлӗ“, – тесе авалах каланине эсир илтнӗ.
«„Мӑшӑрна ан ултала“, – тесе авалах каланине эсир илтнӗ ӗнтӗ.
ясаррисем валли, арҫынпа асакан арҫынсем валли, чура сутуҫисем валли, элекҫӗсем, выльӑхпа асакан арҫынсем валли, суеҫӗсем, тупа тунине пӑсакансем валли, тӗрӗс вӗрентӗве хирӗҫлекен мӗн пур ҫын валли.