Ҫапах та налук пухакансем кӑмӑлсӑр ан юлччӑр тесен, тинӗс хӗррине кайса вӑлта яр та чи малтан лекнӗ пулла илсе ҫӑварне уҫса пӑх. Унӑн ҫӑварӗнче эсӗ пӗр статир тупӑн. Ҫав укҫа иксӗмӗршӗн те тӳлеме ҫитӗ, ӑна вӗсене пар».
Саккун вӗрентӳҫисемпе фарисейсем, икӗ питлӗскерсем, хуйхӑ пулӗ сире! Эсир пӗр ҫынна та пулин хӑвӑр енне ҫавӑрасшӑн шывпа-ҫӗрпе нумай ҫул ҫӳретӗр. Ҫавӑрсан вара эсир ҫав ҫынна хӑвӑртан икӗ хут ытларах усала кӑларатӑр, унран тамӑк ачи туса хуратӑр.
Сана сылтӑм аллу ҫылӑх тума илӗртет пулсан, ӑна кас та ывӑтса яр. Мӗншӗн тесен ӳт-пӗвӗн пӗр пайне пӗтерни саншӑн пӗтӗм ӳт-пӗве тамӑка пӑрахнинчен лайӑхрах.