Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Матфей 5:25 - Синодальный НЗ

25 Хупа судлашас текенпе ҫул ҫинчех ҫураҫ. Ахальлӗн вӑл сана судья аллине парӗ, судья сана тӗрмене хуптарма хуралҫӑ аллине парӗ.

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Матфей 5:25
19 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Аслӑ священник ҫурчӗ патне ҫитичченех Петр Иисус хыҫҫӑн чылай каярахра утса пынӑ. Вӑл ӗҫ епле вӗҫленессе курас шухӑшпа картишне кӗнӗ те унти тарҫӑсемпе пӗрле ларнӑ.


Ҫав хуларах тата тӑлӑх арӑм пулнӑ. Вӑл ялан ҫав судья патне пырса: „Мана хампа хирӗҫекен ҫынран хӳтӗлесемччӗ,“ – тесе йӑлӑннӑ.


«Майлӑ вӑхӑтра Эпӗ сана илтрӗм, ҫӑлӑнӑҫ кунӗнче сана пулӑшрӑм», – тесе каланӑ-ҫке Турӑ. Акӑ ӗнтӗ ҫав майлӑ вӑхӑт ҫитрӗ, акӑ ӗнтӗ ҫав ҫӑлӑнӑҫ кунӗ килчӗ.


Пӗлетӗр ӗнтӗ, кайран Исав ашшӗн пилне илесшӗн питӗ ҫуннӑ, анчах ӑна пил паман. Куҫҫулӗпе йӗрсе айӑпне йышӑнсан та ӳкӗнме мехел ҫитереймен.


Сирӗнтен хӑшӗ те пулин ҫылӑх илӗртнипе чунне ан хытартӑр тесе, „паян“ теме май пур чухне пӗр-пӗрне куллен ӳкӗтлӗр.


Ҫавӑнпа та Святой Сывлӑш калашле: «Эсир паян Унӑн сассине илтес пулсан,


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ