23 Ҫапла вара, эсӗ Турра парне кӳмелли вырӑна пырсан, тӑвану сана кӳреннине аса илсен,
Эй, ӑссӑрсем, суккӑрсем! Мӗн пахарах: парне-и е ӑна сӑваплӑ тӑвакан парне вырӑнӗ-и?
парнӳне унтах, парне вырӑнӗ умӗнчех, хурса хӑвар та тӑванупа кайса ҫураҫ. Вара тин тавӑрӑнса парнӳне кӳр.
«Асту, сывални ҫинчен никама та ан кала, – тенӗ ӑна Иисус. – Хӑвна священника кайса кӑтарт та Моисей Турра кӳме хушнӑ парнене кӳр. Ҫакӑ ху сывалнине пӗлтерни пулать те».
Кама та пулин кӳреннӗ пулсан, кӗлӗ тунӑ чухне эсир ӑна каҫарӑр. Вара Ҫӳлти Аҫӑр та сирӗн ҫылӑхӑрсене каҫарӗ.
Вара Закхей тӑнӑ та Хуҫамӑра ҫапла каланӑ: «Эй, Хуҫамӑр! Эпӗ халех хамӑн пурлӑхӑн ҫуррине чухӑнсене валеҫсе паратӑп. Кама та пулин улталанӑ пулсан, эпӗ ӑна тӑватӑ хут ытларах тавӑрса парӑп».