20 Калатӑп сире: сирӗн тӳрӗлӗхӗр фарисейсемпе саккун вӗрентӳҫисен тӳрӗлӗхӗнчен тӗрӗсрех пулмасан, эсир Ҫӳлти Патшалӑха кӗреймӗр».
Иисус кӑвас тӗпӗнчен мар, фарисейсемпе саддукейсен вӗрентӗвӗнчен сыхланма каланине вӗренекенӗсем тинех тавҫӑрса илнӗ.
Кам ҫакнашкал пӗр ачана Ман ятӑмшӑн хапӑл тӑвать, ҫав Мана йышӑнать».
Акӑ пуртӑ та йывӑҫ тымарӗ ҫумӗнчех выртать. Ырӑ ҫимӗҫ кӳмен кирек епле йывӑҫа та касса вута пӑрахаҫҫӗ.
«Мана: „Эй, Хуҫамӑр, эй, Хуҫамӑр!“ – тесе калакан кашни ҫынах Ҫӳлти Патшалӑха кӗреймӗ. Унта Ҫӳлти Аттемӗн ирӗкне пурнӑҫлакан кӑна кӗрӗ.
Чӑн калатӑп сире: Турӑ Патшалӑхне кам ача пек йышӑнмасть, ҫав унта кӗреймӗ».
Пуяна Турӑ Патшалӑхне кӗрессинчен тӗвене йӗп ҫӑрти витӗр тухма ҫӑмӑлрах».
Саккун вӗрентӳҫисемпе фарисейсем, икӗ питлӗскерсем, хуйхӑ пулӗ сире! Эсир – манӑҫнӑ масарти тупӑксем евӗрлӗ. Ҫынсем вӗсем ҫинче утса ҫӳреҫҫӗ, анчах мӗн ҫинче утса ҫӳренине пӗлмеҫҫӗ».
Ҫав хушӑра унта темиҫе пин ҫын пуҫтарӑннӑ, тӑвӑр пулнипе вӗсем пӗр-пӗрне хӗстернӗ. Иисус вара Хӑйӗн вӗренекенӗсем енне ҫавӑрӑнса ҫапла каланӑ: «Фарисейсен кӑвас тӗпӗнчен – вӗсен икӗпитлӗхӗнчен – сыхланӑр.
Айӑплакан саккуншӑн ӗҫлесе тӑни чаплӑ пулсассӑн, тӳрре кӑларакан халашӑн тӑрӑшасси мӗн тери чаплӑрах!
Ҫапла вара, кам Христоспа пӗрлӗхлӗ, Турӑ ҫавна ҫӗнӗрен пултарнӑ. Авалхи иртсе кайнӑ, халӗ йӑлтах ҫӗнни.
хама Унра тупас тесе турӑм. Эпӗ саккуна пурнӑҫласа хам тӑрӑшнипе тӳрре тухас теместӗп. Эпӗ Христоса ӗненсе тӳрре тухасшӑн, ҫав тӳрӗлӗхе вара Турӑ ӗненӳ урлӑ парать.
Ҫынсемпе килӗштерсе, сӑваплӑ пурӑнма тӑрӑшӑр. Сӑвапсӑр пурӑнсан Хуҫа Туррӑмӑра кураймӑр.
Хулана таса марри нимӗн те кӗреймӗ, ирсӗрлӗхпе суялӑха парӑннисем те нихӑшӗ те кӗреймӗҫ. Путекӗн пурӑнӑҫ кӗнекине ҫырса хунисем кӑна унта кӗрейӗҫ.