Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Матфей 5:19 - Синодальный НЗ

19 Кам ҫак ансат пил-хушусенчен пӗрне те пулин пӑсать, ҫынсене те ҫаплах тума вӗрентет, ҫавна Ҫӳлти Патшалӑхра кӗҫӗнни тейӗҫ. Кам пил-хушусене пурнӑҫлать, ҫынсене те ҫаплах тума вӗрентет, ҫавна Ҫӳлти Патшалӑхра асли тейӗҫ.

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Матфей 5:19
38 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Чӑн калатӑп сире: этем йӑхӗнче Шыва кӗртекен Иоанран аслӑраххи пулман, анчах та Ҫӳлти Патшалӑхри чи кӗҫӗнни те унран аслӑ.


«Чӑн калатӑп сире, – тенӗ вӗсене Иисус, – пулас ҫӗнӗ тӗнчере, Этем Ывӑлӗ Хӑйӗн чаплӑ престолӗ ҫине ларсан, эсир те, Ман хыҫҫӑн пыракансем, Израилӗн вун икӗ ӑрӑвӗн тӳри пулмашкӑн вун икӗ престол ҫине ларӑр.


Сирӗн хушшӑрта вара апла пулмалла мар: хӑвӑр хушшӑрта асли пулас текенӗн ыттисемшӗн тарҫӑ пулмалла.


Вӗсене Эпӗ сире каланӑ пил-хушусене тытса пурӑнма вӗрентӗр. Эпӗ тӗнче пӗтичченех куллен сирӗнпе пулӑп». Аминь.


мӗншӗн тесен вӑл Хуҫа Турӑ умӗнче аслӑ пулӗ. Вӑл эрех-сӑра таврашӗ ӗҫмӗ; амӑш варӗнчех унӑн чун-чӗри Святой Сывлӑшпа тулӗ.


Фарисейсем, хуйхӑ пулӗ сире! Эсир пӗтнӗк курӑкӗн, ҫу курӑкӗн тата тӗрлӗ пахча ҫимӗҫӗн вуннӑмӗш пайне Турӑшӑн паратӑр, анчах тӗрӗслӗх ҫинчен, Турӑ юратӑвӗ ҫинчен шухӑшламастӑр. Сирӗн ҫакна та туса тӑмалла, лешне те манмалла мар.


вӗсене ҫапла каланӑ: «Кам ҫак ачана Ман ятӑмшӑн хапӑл тӑвать, вӑл Мана йышӑнать. Мана хапӑл тӑвакан Мана кунта Яракана йышӑнать. Сирӗнтен кам хӑйне кӗҫӗне хурать, ҫав аслӑ пулӗ».


Эй, Феофил, эпӗ хамӑн малтанхи кӗнекемре Иисус Хӑй ӗҫне тума пуҫланӑранпа тӳпене ҫӗкленичченех мӗн-мӗн туни тата мӗне вӗрентни ҫинчен пӗтӗмпех ҫырнӑччӗ. Хӑй суйласа илнӗ апостолӗсене Вӑл тӳпене ҫӗкленнӗ кун Святой Сывлӑш хӑвачӗпе хушусем парса хӑварнӑ.


Тен, ырри пултӑр тесен, усал тумалла?» Хӑш-пӗр элекҫӗсем пире шӑпах ҫапла вӗрентетӗр теҫҫӗ, усал сӑмах сараҫҫӗ. Вӗсене тӗрӗс суд пултӑрах.


Мӗн калар-ха эппин? Ырӑлӑх нумайлантӑр тесен пирӗн ӗлӗкхиллех ҫылӑха кӗрсе пурӑнмалла-и? Апла мар, паллах.


Мӗн тумалла-ха? Эпир саккун аллинче мар, Турӑ ырӑлӑхӗн аллинче тесе, ҫылӑха кӗрсе пурӑнмалла-и? Паллах, апла мар.


Эсӗ вара, Туррӑн ҫынни, унашкаллинчен пӑрӑнса ҫӳре; тӳрӗлӗх, Турра хисеплени, ӗненӳ, юратулӑх, чӑтӑмлӑх, йӑвашлӑх патне ӑнтӑл.


Ҫак сӑмахсем тӗрӗс. Турра ӗненекенсем ырӑ ӗҫ тума ӑнтӑлччӑр тесе, ман сана ҫак сӑмахсене ҫине-ҫинех калама ыйтассӑм килет. Ырӑ ӗҫ туни этемшӗн аван, усӑллӑ.


Вара, Ҫӳлти Кӗтӳҫӗ килсессӗн, эсир мухтавӑн шанми пуҫ кӑшӑлне илме тивӗҫ пулӑр.


Ҫылӑха кӗрекен кашни ҫынах Турӑ йӗркине пӑсать, мӗншӗн тесен ҫылӑх вӑл – Турӑ йӗркине пӑсни.


Анчах та Манӑн сана кӑштах асӑрхаттарса каламалли пур: эсӗ хӑйне пророк теекен хӗрарӑма, Иезавеле, чармастӑн. Вӑл вара Манӑн чурамсене аскӑнланса пурӑнма, чӳк ҫимӗҫӗ ҫиме улталаса вӗрентет.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ