17 «Эпӗ пророксен сӑмахӗсене е Моисей саккунне пӑсма килнӗ тесе ан шухӑшлӑр. Эпӗ пӑсма килмен, туса ҫитерме килнӗ.
Анчах та Иисус ӑна хуравласа каланӑ: «Ҫапла пулмалла та, Турӑ хушнине йӑлтах пирӗн ҫапла пурнӑҫламалла». Иоанн вара шыва кӗртме килӗшнӗ.
Ҫапла вара, ҫынсене хӑвӑрпа пур тӗлӗшӗнчен те мӗнле пултарас килет, вӗсемпе те ҫавнашкалах пулӑр. Ҫакӑ вӑл саккун тата пророксен сӑмахӗсен тӗшши пулать те».
Ҫапах та саккунри пӗр сас палли те ҫухалмасть. Вӑл пӗтиччен ҫӗрпе пӗлӗт пӗтӗ.
Моисей саккунӗ тӑрӑх унашкал хӗрарӑмсене чулпа пере-пере вӗлермелле. Эсӗ мӗн калӑн?»
«Ҫакскер ҫынсене Турра хисеплеме Моисей саккунӗ хушнӑ пек вӗрентмест», – тенӗ вӗсем.
Хӑйсем ҫапла кӑшкӑра пуҫланӑ: «Эй, Израиль ҫыннисем! Пулӑшӑр! Ҫак ҫын пур ҫӗрте те хамӑра хирӗҫле, хамӑр саккуна хирӗҫле, Турӑ Ҫуртне хирӗҫле вӗрентӳ сарса ҫӳрет. Ҫитменнине вӑл халӗ тата, Турӑ Ҫуртне грексене ертсе килсе, ҫак сӑваплӑ вырӑна ирсӗрлетрӗ!»
Вӗсем ҫавнашкалах суйса айӑп кӑтартакансем те хатӗрленӗ. «Ку ҫын Турӑ Ҫурчӗ ларакан сӑваплӑ вырӑна та, Моисей саккунне те пӗрмаях хурлать, – тенӗ ҫавскерсем.
Мӗншӗн тесен саккун Христоспа вӗҫленет: Турӑ кашни ӗненекенех тӳрре кӑларать.
Капла эпир саккуна ӗненӳпе пӑрахӑҫламастпӑр-и? Паллах, ҫук. Эпир саккуна ӗненӳпе ҫирӗплететпӗр.
Ҫапла Вӑл пире, ӳт-пӳшӗн мар, Сывлӑшшӑн пурӑнакансене, саккун ыйтнӑ пек тӳрӗ пурӑнччӑр тесе тунӑ.