12 Ӗлӗк пурӑннӑ пророксене те ҫавнашкалах хӗсӗрленӗ. Ҫавӑнпа та савӑнса хӗпӗртӗр: тӳпере сире пысӑк сӑвап пулӗ».
Этем Ывӑлӗ Ҫӳлти Ашшӗн мухтавӗпе, ангелӗсемпе килӗ те пурне те ӗҫӗсене кура тавӑрса парӗ.
«Типӗ тытнӑ чухне те икӗ питлӗ ҫынсем пек салхуллӑ ан ҫӳрӗр. Вӗсем хӑйсем типӗ тытнине ҫынсене кӑтартасшӑн кулянӑҫлӑ сӑн-питпе ҫӳреҫҫӗ. Чӑн калатӑп сире: илнӗ мухтавӗ вӗсен кунти пурӑнӑҫра кӑна.
Эх, Иерусалим! Иерусалим! Пророксене пӗтерекен, ху патна янисене чулпа пере-пере вӗлерекен хула! Кайӑк хӑй чӗпписене ҫуначӗ айне пухнӑ пек, Эпӗ миҫе хутчен санӑн ачусене пуҫтарма тытӑнтӑм, анчах та эсир пуҫтарӑнасшӑн пулмарӑр!
Вӗсен мӑн аслашшӗсем те пророксене ҫаплах хӗсӗрленӗ. Ҫав кун савӑнӑр та хӗпӗртӗр, мӗншӗн тесен тӳпери сӑвапӑр пысӑк пулӗ.
Эсир вара хӑвӑрӑн тӑшманӑрсене юратӑр, вӗсене ырӑ тӑвӑр. Тавӑрса парасса шанмасӑрах кивҫен парӑр. Вара сире пысӑк сӑвап пулӗ, эсир Ҫӳлти Туррӑн ачисем пулӑр, мӗншӗн тесен Вӑл пархатарсӑр ҫынсемшӗн те, усаллисемшӗн те ырӑ.
Ҫур ҫӗр тӗлнелле Павелпа Сила кӗлтунӑ, Турра мухтаса юрланӑ, тӗрмере ларакан ытти ҫынсем вӗсен кӗлли-юррине итленӗ.
Иисус Хуҫамӑр ячӗшӗн хур курма тивӗҫ пулнишӗн савӑнса апостолсем синедрионран тухса кайнӑ.
Уншӑн кӑна мар, хамӑра хӗсӗрлесе хӗн-хур кӑтартнӑшӑн та савӑнатпӑр. Мӗншӗн тесен эпир ҫакна пӗлетпӗр: хӗн-хур пире тӳсӗмлӗ тӑвать,
Акакан та, шӑваракан та пӗр ӗҫех тӑваҫҫӗ, анчах та вӗсенчен кашниех ӗҫне кура сӑвап илӗ.
Вӑхӑтлӑх кӑшт асапланнӑшӑн эпир виҫесӗр пысӑк, ӗмӗрлӗх мухтав илетпӗр.
мӗншӗн тесен Христоса пула сире ҫапла шӑпа пӳрнӗ: сирӗн Ӑна ӗненмелле кӑна мар, Уншӑн асапланмалла, манашкалах кӗрешмелле. Эпӗ Христосшӑн епле кӗрешнине вара эсир курнӑ, халӗ те ман пирки хыпар илсех тӑратӑр.
Сирӗн ӗненӗвӗр – Турра кӳмелли парне. Ҫав парне ҫине юнӑма юхтарма тивсессӗн те эпӗ хӗпӗртӗп, сирӗн савӑнӑҫӑра пайлӑп.
Халӗ эпӗ сирӗншӗн асап курнӑран савӑнатӑп кӑна. Христос Чиркӳшӗн – Хӑйӗн Ӳт-пӗвӗшӗн – асап курнӑ. Асап виҫине тултарас тесе, эпӗ Христос асапӗ ҫумне хамӑн ӳт-пӗвӗм асапне хушатӑп.
Турӑ сире Хӑйӗн еткерне парасса эсир пӗлетӗр, мӗншӗн тесен Христос Хуҫамӑршӑн тӑрӑшатӑр.
Иудейсем Иисус Хуҫамӑрпа Унӑн пророкӗсене вӗлернӗ. Пире те вӗсем хӑваласа кӑларса ячӗҫ. Вӗсем Турӑшӑн та юрӑхсӑр, пӗтӗм халӑха та хирӗҫлеҫҫӗ.
Тӗрмене хупнисен асапне, ҫав шутрах манӑнне те, эсир те пӗрлех пайлатӑрччӗ. Тӳпере хӑвӑрӑн лайӑхрах, пӗтми пурлӑх пуррине пӗлнӗ пирки ҫӗр ҫинчи пурлӑхӑра туртса илнишӗн те кулянмастӑрччӗ.
Турӑ тавӑрса парасса пӗлнӗрен вӑл Турӑ Суйласа илнин хурлӑхне Египет пуянлӑхӗнчен маларах хунӑ.
Ӗненӗве пула ҫав ҫынсем патшалӑхсене ҫӗнтернӗ, тӳрӗлӗхлӗ пурӑнӑҫ тунӑ, Турӑ шантарнине илме пултарнӑ. Вӗсем арӑслансене йӑвашлатнӑ,
Ӗненӳсӗр вара Турӑ кӑмӑлне юрӑхлӑ пулма ҫук, мӗншӗн тесен Ун патне ҫывхараканӑн Турӑ пуррине тата Турӑ Хӑйне шыракансене сӑвап парассине ӗненмелле.
Эй, тӑвансем! Тӗрлӗ тӗрӗслеве савӑнса-хӗпӗртесе йышӑнӑр.
Эй, тӑвансемӗр! Асапсене тӳсмешкӗн, чӑтӑмлӑ пулмашкӑн эсир Хуҫамӑр ячӗпе калаҫнӑ пророксенчен тӗслӗх илӗр.
Кулянас вырӑнне, Христос асапӗсене тӳсмешкӗн эпир те хутшӑнатпӑр тесе хӗпӗртӗр. Вара Унӑн мухтавӗ чӑннипех палӑрнӑ кун эсир хӗпӗртемеллипех хӗпӗртӗр.