8 Унтан шуйттан Иисуса питӗ ҫӳллӗ ту ҫине илсе кайнӑ та Ӑна тӗнчери мӗн пур патшалӑхсене, вӗсен чапне-илемне кӑтартнӑ.
Ҫын, пӗтӗм тӗнчене хӑй аллине илсен те, хӑй чунне сиен тусан, ӑна мӗн усси пулӗ? Ҫын хӑй чунне мӗн хакпа илейӗ?
Унтан шуйттан Ӑна Иерусалима илсе кайнӑ та Турӑ Ҫурчӗ тӑррине тӑратса
Ывӑлне юратнӑран Ашшӗ Хӑй мӗн тунине йӑлтах Ӑна кӑтартать. Вӑл Ӑна тата пысӑкрах ӗҫсем кӑтартӗ-ха, вара эсир тӗлӗнсех кайӑр.
Мӗншӗн тесен ҫапла каланӑ: «Пур ҫын та курӑк пек, этемӗн кирек епле чапӗ те курӑк ҫинчи чечек пек. Курӑкӗ типет те, чечекӗ тӑкӑнать,
Ҫиччӗмӗш ангелӗ трубине кӑшкӑртсан, тӳпере вӑйлӑ сасӑсем янӑраса кайрӗҫ. «Ҫӗр ҫинчи патшалӑх Хуҫа Туррӑмӑрпа Унӑн Христосӗн патшалӑхӗ пулса тӑчӗ! Вӑл ӗмӗр-ӗмӗрех Патша пулӗ!» – терӗҫ сасӑсем.